02 февраля 2018 г.
Ĕнер Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов Элĕк район çыннисене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăнчĕ. Çавăн пекех кунта район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов та хутшăнчĕ.
Район çыннисене яланхи пекех çул-йĕр, ФАП тăвас ыйту канăç памарĕç. Акă Тени ял тăрăхĕнчен килнĕ Надежда Чернова Тени шкулĕнчи спорт залта капиталлă юсав ĕçĕсем ирттерме вăхăт çитни тата яла çĕнĕ ФАП кирли çинчен пăшăрханса калаçрĕ. Вĕренекенсем пĕр вăхăтрах унта концертсем лартни те, спорт мероприятийĕсем ирттерни те чăрмав кÿрет. Унсăр пуçне хăтлăх та çитмест. Надежда Васильевна хăй фельдшер пулса ĕçленĕ май ял халăхĕн ыйтăвĕсене çитерме тăрăшрĕ, ял тăрăхĕ çынсен шучĕпе районта пысăккисенчен пĕри пулнине палăртрĕ.
Ыйтусем çине хуравланă май Леонид Ильич ял тăрăхĕн пурнăçĕпе, кунта çамрăксем пуррипе çуккипе интересленчĕ. ФАП тăвас ыйтăва ЧР Сывлăх сыхлавĕн министрĕ патне çитерме шантарчĕ. Александр Николаевич вара Тени шкулĕнче кăçал капиталлă юсав ĕçĕсем ирттерме планланине, çак тĕллевпе укçа-тенкĕ уйăрнине пĕлтерчĕ.
Çулавăç ял старости Виталий Филиппов Чапаев тата Шкул урамĕсенче çул тăвас ыйтăва хускатрĕ пулсан, Элĕк салинче пурăнакансене Культурăпа кану паркĕнче хăтлăх кĕртес, кунта çутăпа тивĕçтерес ыйту канăç памарĕ. Районта бассейн кирлине те аса илтерчĕç йышăнăва килнисем.
Леонид Ильич пур ыйтăва та тимлĕ итлесе тивĕçлĕ хуравсем пачĕ, çитес вăхăтра татса памаллисене шута илчĕ.
Çак кунах Леонид Черкесовпа Александр Куликов Тени шкулне тата Ехремкасси тăрăхĕнчи ял клубне çитсе курчĕç, кунти лару-тăрупа паллашрĕç.
Ĕçлĕ тĕлпулу савăнăçлă самантсемсĕр иртмерĕ. Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов нумай çул тÿрĕ кăмăлпа тăрăшса ĕçленĕшĕн район администрацийĕн пуçлăхне Александр Куликова, Тени шкулĕн директорне Светлана Герасимовăна ятран Тав хучĕсемпе чысларĕ.
Марина ЛЕОНТЬЕВА.