02 февраля 2018 г.
Ачасемпе кулленех темĕн тĕрлĕ ĕç пурнăçлатпăр. Пĕчĕкскерсем ытларах ÿкерме кăмăллаççĕ. Кашни ĕç вара ачан шалти тĕнчине уçса парать. Пĕр япалана, сăмахран, кашни ача тĕрлĕрен сăнлать, мĕншĕн тесен ÿкерчĕк чи малтан пуçра çуралать, унтан хут çине куçать.
Çамрăк ÿнерçĕн чунĕнчи «çанталăка» пĕлес тесен унăн маларах тунă темиçе ÿкерчĕкне танлаштарса пăхмалла. Сюжечĕ те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине асăнса хăвармалла. Чи анлă тĕл пулаканнисем: чĕрчунсем, çынсем, хĕвел, йывăç-курăк, чечексем. Ÿкерчĕкре çын çукки авторăн хутшăнури йывăрлăхĕсене кăтартса парать. Усал та хăрушă чĕрчунсем - кăткăс лару-тăру палли.
6-7 çулхи арçын ача вăрçă, пăшал, динозавр ÿкерет пулсан вăл хÿтĕлевçĕ, салтак пулма, йывăрлăхсене парăнтарма хатĕрленет. 6-8 çулсенчи хĕрача час-часах принцесса, качча каякан хĕр е чечек ÿкерсен вăл ăшă кăмăллă та илĕртÿллĕ хĕр пулма ĕмĕтленнине пĕлтерет.
Ÿкерчĕксенчи тĕс те ачан кăмăл-туйăмне ăнланма пулăшать. Кăвак - шанăçлăх тĕсĕ. Çак тĕс лăпкăлăха та палăртать. Хĕрлĕ тĕс - чун хавалĕн йывăрлăхĕ, вĕчĕрхенни, хирĕç тăру. Сарă тĕс - савăнăç, лайăх кăмăл палли. Хура тĕс пусăрăнчăк кăмăла, хумханăва пĕлтерет.
Ача ÿкерчĕке хут çине мĕнле вырнаçтарни те пĕлтерĕшлĕ. Пĕчĕк ÿкерчĕк тата вĕтĕ кÿлепесем çамрăк ÿнерçĕ хăйне шанманнине, хăюсăр пулнине пĕлтереççĕ. Хăйĕншĕн пĕлтерĕшлине автор пысăк ÿкерет, ыттине - пĕчĕк. Юлташĕсене хут çине ÿкернĕ чухне те чи вăрăмми - ăна пуринчен те ытларах витĕм кÿрекенни. Енчен те ача çыннăн аллине ÿкермест пулсан ăна таврари çынсемпе хутшăнма йывăр. Çынна пысăк пуçпа ÿкерсен ачан ăс-тăнĕ туйăмран маларах пыни ыттисене те вăл ăсне кура хакланине пĕлтерет.
Темле пулсан та ÿкерчĕкре чи пĕлтерĕшли - вăл пĕтĕмĕшле мĕнле туйăм çуратни. Çакă ачан кăмăл-туйăмне пĕлсе ăна пулăшма та май парать.
М.ЛЕОНТЬЕВА,
«Хĕвел» ача сачĕн воспитателĕ.