02 февраля 2018 г.
Математика йывăр предмет, апла пулин те Мăн Ямашри вăтам шкулта ăна ачасем интересленсех вĕренеççĕ. Учительсем те шкул ачисене кăсăклантарса ярас тесе тĕрлĕ мероприяти ирттерет.
Акă январĕн 19-мĕшĕнче 7-мĕшсемпе 8-мĕш классем хушшинче КВН иртрĕ. Ăна Елена Ильинична Павлова математика учителĕ ертсе пычĕ. Кашни класс ушкăн ячĕсене палăртрĕ, хăйсен капитанне суйларĕ. Ачасем вĕрентекен панă мĕнпур ыйту çине туллин хуравлама тăрăшрĕç. «Аса ил» конкурсра тата спорт ăмăртăвĕнче 8-мĕш классем çĕнтерчĕç пулсан, математика ребусĕсене пĕлессипе, скороговоркăсене хăвăрт та уçăмлă калассипе вара çиччĕмĕшсем малта пулчĕç.
Виçкĕтеслĕхсене шутлассипе те, фразеологизмсене вĕçлессипе те ăмăрту хĕрÿ иртрĕ. Кунта икĕ ушкăнĕ те пĕр пек балсем пуçтарма пултарчĕç. КВН чи маттуррисене палăртать. Хальхинче те çивĕч тупăшура саккăрмĕшсем çĕнтерчĕç. Уйрăм ачасенчен Алексей Александровпа Александра Александровăна çитекенĕ пулмарĕ. Вĕсене малалла та математикăна юратма вăй-хăват сунатпăр.
А.АЛЕКСАНДРОВ, К.НИКОЛАЕВ.