АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял клубĕ - хăйне евĕр шкул та, ÿнер лаççи те

02 февраля 2018 г.

Ял клубĕ - хăйне евĕр шкул та, ÿнер лаççи те

Ялта ĕç пулсан, культура учрежденийĕ кирлĕ пек ĕçлесен çынсене пурăнма кичем мар. Ку чухне çамрăксем те вырăнтах тĕпленеççĕ. Ялти клуб вара культура вучахĕ шутланать. Уйрăмах пĕчĕк ялшăн вăл пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çамрăксене культурăна явăçтарас ĕç ял клубĕсенче еплерех пырать-ши? Кунта çамрăксем пур-и? Хуравĕсене шыраса эпĕ Ишпарайкка ял клубне çитрĕм.

Нумаях пулмасть-ха Ишпарайккăсем Çĕрпÿ районĕнчи Чиркÿллĕ Ямаш ялĕнче пурăнакансене хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарнă. «Пирĕн репертуарта фольклор та, эстрада та, чăваш халăх юррисем те пур. Çак йышпах эпир сценкăсем те, спектакльсем те лартатпăр. Клуб çумĕнче аслисем валли «Ăраскал» фольклор ушкăнĕ, «Хавас» кружок ĕçлет. «Ăраскал» фольклор ушкăнне тĕрлĕ тытăмра ĕçлекен çынсем çÿреççĕ. Кунта сутуçă та, повар та, почтальон та, медицина ĕçченĕ те, тивĕçлĕ канури çынсем те пур. Çамрăк ăру пирки те манмастпăр. Ачасем «Пĕчĕк çеç путенесем» тата фольклор кружокĕсене хаваспах çÿреççĕ. Аслисемпе танах вĕсем те шашкăпа шахмат вăййисене кăмăллаççĕ», - ĕç-хĕлпе паллаштарать Татьяна Игнатьева клуб заведующийĕ. Татьяна Николаевна çынсене çунатлантарсах, хавхалантарсах тăрать. Пуçаруллăскер ялти яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç валли кашни канмалли кун ташă каçĕ йĕркелет. «Пирĕншĕн клуб - хăйне евĕр шкул та, ÿнер лаççи те, çав вăхăтрах чун йăпанăвĕ те», - тенине çамрăксенчен те тăтăшах илтме пулать. Элеккеньушкăнĕнчи Дина Николаева тата Ильяпа Валерий Никитинсем, Пиçенерти Светлана Алякина тата Андрейпа Александр Игнатьевсем, Ишпарайккăри Светлана Лаврентьева клубра иртекен мероприятисене хаваспах хутшăннине те палăртрĕ Татьяна Игнатьева.

«Кашни мероприятие çамрăксене явăçтарма тăрăшатпăр. Уяв программине те пĕрле хатĕрлетпĕр. Пулăшас текенсем çук мар. Эпир пĕр шухăшлă пулнăран чун савăнать», - пытармасть культура ĕçченĕ. Пĕччен паттăр пулайманнине, йышпа кар тăрсан çеç мĕнпур йывăрлăха парăнтарма май пуррине те пĕлтерет. Çавăнпах ĕнтĕ кирек хăш пуçарăва та фольклор ушкăнне çÿрекенсемпе çамрăксем кашниех хăйсен тÿпине хывма тăрăшаççĕ. Çак пысăк йыш пĕр çемьери пек пурăннăн туйăнчĕ мана. Ял библиотекипе тачă çыхăнса ĕçлени те ку чухне пĕлтерĕшлĕ.

«Ялсенчи клубсем культура вучахĕсем шутланаççĕ. Унта çынсем канма, юрă-ташăпа киленме, юрлама çÿреççĕ, пултарулăхне аталантараççĕ. Ялти клубсенче чăвашсен йăли-йĕркине, культурине хисеплеççĕ. Халăхăн ăс-хакăлĕн аталанăвĕ хăвна çав халăхăн пĕр пайĕ пулнине туйса илнинчен килет. Хăвăнта чăвашлăха туймасан унăн культурине нихăçан та туяймăн. Йăла-йĕрке - культура аталанăвĕн никĕсĕ. Чăн та, юлашки вăхăтра самана улшăннă май хытăрах чĕреллĕ пулма пуçларăмăр - чăваш йăли-йĕркине манса пыратпăр. Авалхи юрăсене чĕртсе тăратса çитĕнсе пыракан ăрăва вĕрентсе хăварасси «Ăраскал» фольклор ушкăнĕн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри пулса тăрать», - шухăшне пĕлтерет Татьяна Николаевна.

Ялта пурăнакансен пушă вăхăт çукпа пĕрех пулсан та ĕçлесе ывăнсан чуна кантарас килет. Ишпарайкка клубĕнче вара канăва усăллă ирттерме мĕнпур май пур.

Вера МОРОЗОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика