06 февраля 2018 г.
Паян шкулта вĕренекенсене çирĕп пĕлÿ илме меллĕ те хăтлă условисем туса парассине патшалăх тĕпе хурать. Шкулсен пурлăх никĕсне çирĕплетнипе пĕрлех ятарлă автотранспорт паркне те çĕнетсе пырать. Паян республикăри вĕренекенсене 312 шкул автобусĕ вĕренÿ учрежденийĕсене илсе çÿрет. Куллен 651 маршрутпа çула тухать ятарлă транспорт. Пирĕн районта вара куллен 16 шкул автобусĕ 35 маршрутпа вĕренекенсене турттарать. Асăннă транспортпа çитĕнекен ăру шкула çÿренипе пĕрлех тĕрлĕ шайри пултарулăх конкурсĕсене, экскурсисене тухса çÿрет. Ача-пăчана транспортпа çÿренĕ чухне хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес тĕлĕшпе шкул автобусĕсен паркне çĕнетессине те тĕпе хураççĕ республикăра. Çавăнпа та кашни 10 çулта усă курмалли вăхăт иртнине кура вĕсене çĕннисемпе улăштараççĕ. Çак тĕллевпе 2017 çул вĕçĕнче Чăваш Ене федераци программипе килĕшÿллĕн РФ Правительствин йышăнăвĕпе 27 автобус килнĕ. Кунсăр пуçне республика укçипе тата 8 транспорт туяннă. Палăртма кăмăллă, вĕсенчен иккĕшне вара Элĕк районĕнчи вĕренÿ учрежденийĕсем тивĕçнĕ.
Февралĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри ытти шкулсемпе пĕрлех пирĕн районти Юнтапари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкула тата Вутланти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкула ятарлă транспортăн уççисене панă. Çак савăнăçлă мероприятие асăннă шкулсен вĕренекенĕсем те хутшăннă. Юнтапасем 22 вырăнлă «ПАЗ» çĕнĕ автобуса тивĕçнĕ пулсан, Вутлансем малашне 17 вырăнлă «Форт транзит» микроавтобуспа çула тухĕç.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ палăртнă тăрăх, 2018 çулта шкул автобусĕсене çĕнетес тĕллевпе республика бюджетĕнче 16 миллион тенкĕ пăхса хăварнă. Унпа 9 транспорт хатĕрĕ туянма йышăннă.