АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Йĕлтĕр йĕрĕ - 2018» ăмăртăва йыхравлать

06 февраля 2018 г.

Районта ĕçлекен тата вĕренекен çамрăксене йĕлтĕр спорчĕпе туслаштарас, мĕнпур çынна сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарас, йĕлтĕр ăмăртăвĕсенче чи вăйлисене тупса палăртас тĕлĕшпе çулсеренех «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» Пĕтĕм Раççейри массăллă йĕлтĕр ăмăртăвĕ ирттересси йăлана кĕчĕ ĕнтĕ. Кăçал вăл 36-мĕш хут иртет.

Иртнĕ çулхисемпе танлаштарсан кăçалхи ăмăртăва хăш-пĕр улшăнусем те кĕртнĕ. «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ - 2018» спорт мероприятийĕ икĕ куна тăсăлĕ, февралĕн 9-мĕшĕнче тата 10-мĕшĕнче иртĕ. Февралĕн 9-мĕшĕнче Тавăтри Б.С.Марков ячĕллĕ, Чăваш Сурăмĕнчи, Юнтапари вăтам шкулсенче вĕренекенсемпе тата педагогсемпе пĕрле вырăнти халăх та йĕлтĕр çине тăрĕ. Асăннă вĕренÿ учрежденийĕсенче ăмăртусем 13 сехет те 20 минутра пуçланаççĕ.

Февралĕн 10-мĕшĕнче спорт мероприятийĕсем «Хĕлхем» ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн стадионĕнче тата Элĕк салинчи Василевски пĕви патĕнче иртеççĕ.

Шкул çулне çитменнисен учрежденине çÿрекенсем тата вĕренÿ учрежденийĕсенче кĕçĕн классенче вĕренекенсем «Хĕлхем» ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн стадионĕнче ăмăртаççĕ. 9.20 - 10 сехетчен спорт мероприятине хутшăнакансем регистрациленеççĕ, старт - 10 сехетре.

Василевски пĕве патĕнче регистраци 11 - 11.45 сехетсенче иртет. Спорт мероприятине савăнăçлă лару-тăрура 11.50 сехетре уçма палăртаççĕ. 12 сехетре - VIP-чупу.

Ача сачĕсене çÿрекен арçын ачасемпе хĕрачасем 0,5 çухрăм чупаççĕ. Шкулсенче кĕçĕн классенче пĕлÿ илекенсен, арçын ачасен те, хĕрачасен те, 1 çухрăм парăнтарма тивĕ. 11-12 çулхисем - 2-шер, 13-15 çулхисем - 3-шер çухрăм парăнтарĕç. 15-17 тата 18-29 çулхи хĕрарăмсен 3-шер, арçынсен 5-шер çухрăм ăмăртмалла. 30-39 çулхи арçынсемпе хĕрарăмсен 3 çухрăм парăнтарма тивĕ. 40-49, 50-59 çулхисен, 60 çултан е унтан та аслăраххисен вара 2 çухрăм дистанцие чупса тухмалла.                

Çакна та асăнса хăвармалла, ăмăртăва хутшăнакансен тухтăртан спорт мероприятине хутшăнма ирĕк илнĕ справка тăратмалла.

Кашни ушкăнри çĕнтерÿçĕнех Хисеп хучĕпе, медальпе тата асăнмалăх парнепе чыслаççĕ.

Йĕркелÿ комитечĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика