06 февраля 2018 г.
Районта иртекен «Халăх инвентаризацийĕ» акцин ĕçĕ курăмлă. Асăннă акцие хуçасăр çуртсене тата йывăр лару-тăрури сооруженисене тупса палăртас тĕллевпе ирттереççĕ. Усă курман объектсене - хуçалăх çаврăнăшне, киввисене йĕркене кĕртмелле е пăсмалла. Çак акци ĕçлеме пуçланăранпа район администрацийĕн специалисчĕсем ял тăрăхĕн ĕçченĕсемпе пĕрле ĕçлесе пурĕ 28 кивĕ тата усă курма пăрахнă пурлăх объекчĕсене тупса палăртнă. Вĕсенчен 21-шĕпе паянхи куна усă курма пуçланă. 4 объектĕнче çĕр лаптăкĕсене межевани тăвас тата вĕсене хуçасăр объект вырăнне шута илессипе Росреестр управленине учета илме техника планне тăваççĕ. Пĕр хуçасăр çурт Росреестр Управленийĕн учетĕнче тăрать те. Ăна учета илнĕ хыççăн çулталăк иртсен ял тăрăхĕн администрацийĕ муниципалитет харпăрлăхĕн правине илес тĕлĕшпе суда тухать. Тепĕр иккĕшне те асăннă управленинче регистрацилессипе ĕçсем пыраççĕ.
Çакна та палăрмалла, акци пынă тапхăрта Шĕмшеш ял тăрăхĕн Прашкушкăнь ялĕнчи куçман пурлăхпа çĕр лаптăкне тупса палăртнă хыççăн хута янă. Ăна сутма май килнĕ. Çавăнпах çав укçа-тенке Шĕмшеш ял тăрăхĕн бюджетне куçарнă.
«Халăх инвентаризацийĕ» акцие хутшăнакансен 8(83535)-22-0-68, 8(83535)-22-3-15 «вĕри лини» телефон номерĕсем çине юхăнса ларакан çуртсем пурри пирки информаци пама ирĕк пур. Çавăн пекех вĕсем район администрацийĕн экономика, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайне те пыма пултараççĕ.
Алена МУЛЮКОВА,
район администрацийĕн специалист-эксперчĕ.