09 февраля 2018 г.
Элĕкри тĕп библиотекăра хăйсен хастар вулаканĕсене валли «Хĕвеллĕ пурнăç юрăçи» ятпа литература каçĕ ирттернĕ. Ăна хамăр ентеш - чăваш поэт-юрăçи, прозаик, куçаруçă, СССР писателĕсен союзĕн членĕ, Чăваш АССР культурăн ĕçченĕ, Чăваш Республикин халăх поэчĕ Александр Галкин 90 çул тултарнине халалланă.
Поэтăн пурнăçĕпе ĕç-хĕлĕ çинчен Оксана Бархаткина библиотекарь каласа панă. Пулас писатель 1928 çулхи февралĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Енри Элĕк районĕнчи Чулкаç ялĕнче çуралнă. Вăл И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен (халĕ университет) вĕренсе тухнă. Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕнче ĕçленĕ. «Тăван Атăл» журналăн тĕп редакторĕ пулнă. «Капкăн» журналăн литература пайне ертсе пынă. Ентешĕмĕр сăвăсен 30 кĕнекин, ача прозин тата юптарусен авторĕ.
Библиотекарь «Элĕк енĕн паллă çыравçи» слайд-презентаци кăтартнă. Мероприятире библиотекарьсем тата вулакансем поэт сăввисене вуланă. Библиотекăн пай ертÿçи Зоя Удякова пухăннисене Александр Галкинăн тĕп кăларăмĕсемпе паллаштарнă. Кусем - «Икĕ тĕслĕ хум», «Пурнăçра - пĕр мыскара», «Сĕрен кĕперĕ умĕнче» тата ыттисем те.
А.Галкин сăввисемпе Ф.Лукин, Г.Лебедев, Г.Хирбю, А.Асламас тата ытти композиторсем 200-е яхăн юрă хывнă.
Мероприятие хатĕрленсе «Пархатарлă кун-çул» тематика куравĕ йĕркеленĕ.
(Хамăр инф.).