АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Район хаçачĕпе юнашар

09 февраля 2018 г.

2018 çулхи пĕрремĕш çур çуллăха район хаçатне çырăнтармалли тапхăр уйăх каяллах вĕçленчĕ. Япăх мар кăтартусемпе пурнăçларăмăр ку ĕçе почтальонсемпе пĕрле. Вулакансен шучĕ иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан ÿсни сисĕнет-ха. Çакă вара пичет кăларăмĕ район çыннисемшĕн çав-çавах хаклă пулнине палăртать. «Пурнăç çулĕпе» хаçата вулакансемпе курнăçатăп та вĕсенчен чылайăшĕ юратнă кăларăма нумай çул вуланине палăртаççĕ. Паллах, лайăххипе пĕрлех çитменлĕхсене те пĕлтереççĕ. Вĕсен шухăшне яланах шута илме хатĕр-ха эпир.

- 60 çул ĕнтĕ район хаçачĕпе пĕр çыхăнура. Чи малтанах ăна алла 2-3-мĕш классенче тытсаччĕ. Ун чухне вăл «Колхоз хаçачĕ» ятпа кун çути куратчĕ. Çав тапхăрта ытларах хуçалăхсенчи ĕç-хĕл пирки, ĕçре палăрнисем çинчен çыратчĕç. Маншăн çав-çавах интереслĕ туйăнатчĕ кăларăм. Анне колхозра ĕçлетчĕ, хăй вара вулама пĕлместчĕ. Район хаçачĕ килнĕ кунсенче каçхине вырнаçса лараттăмăр та ăна пĕр сăмах сиктермесĕрех вуласа параттăм. Каярахпа çывăх çыннăма хамах вулама вĕрентрĕм, - иртнине аса илет Любовь Михайловна.

Ахаль çĕр ĕçченĕн çав тапхăрта укçи-тенки çитсе пыман пулин те пурпĕрех амăшĕ ачине нихăçан та хаçат-жрнал çырăнса илме чарман. Çавăнпа та, Л.Константинова пĕлтернĕ тăрăх, вăтам классенчен пуçласа яланах «Ялав», «Тăван Атăл» журналсем, «Коммунизм ялавĕ», «Çамрăк коммунист», «Колхоз хаçачĕ» кăларăмсене çырăнса илнĕ.

- Малтанхи тапхăрта чăваш писателĕсен çĕнĕ калавĕсемпе романĕсем «Ялав» тата «Тăван Атăл» журналсенче кун çути куратчĕç. Çавăнпа та вĕсемпе паллашас тесех çырăнатчĕ те ял çынни. Е ытти тĕрлĕ информаци те темĕн чухлехчĕ журналсенче, - калаçăва малалла тăсать культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.

Любовь Константинова районта культура тытăмĕнче ĕçлеме пуçласан хаçат-журналпа çыхăну çирĕпленнĕ çеç. Район, республика шайĕнчи кăларăмсем урлă ĕнтĕ тĕрлĕ тытăмри хыпар-хăнара, конкурссем иртессине пĕлсе тăнă. Вĕсем урлă пултаруллă çынсем çинчен пĕлнĕ. Чăваш писателĕсен çĕнĕ пьесисемпе паллашса районти культура çурчĕн сцени çине спектакльсемпе тухнă. Амăшне кура Светлана хĕрĕ те пĕчĕклех кĕнеке-журналпа туслашнă, вăл та ачаллах çĕнĕ калав-романа, пьесăсене шĕкĕлчеме хăнăхнă.

- Çулсем иртсен те хаçат-журналтан писмерĕм. Паян та «Пурнăç çулĕпе», «Хыпар», «Çамрăксен хаçачĕ», «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçатсене, «Тăван Атăл» тата «Тетте» журналсене çырăнса илетĕп. Пĕр саспалли сиктермесĕрех вуласа тухатăп, - тет тап-таса чăвашла калаçса аслă ăрури çын.

Кукамăшне кура Мария мăнукĕ те пĕчĕклех массăллă информаци хатĕрĕсемпе туслашма пуçланă. Çавăнпах ĕнтĕ юрă-ташăра та пултаруллă хĕр И.Я.Яковлев ячĕллĕ Элĕкри вăтам шкула пĕтерсен журналистика енĕпе пĕлÿ илме палăртнă та. Халĕ пĕрремĕш класа çÿрекен Настя мăнукĕ те çывăх çыннисене кура тăтăшах хаçат-журнала тишкерет. Любовь Михайловна кĕçĕн мăнукĕпе пĕрле тăтăшах район хаçачĕ, республика кăларăмĕсем ирттерекен конкурссене хутшăнать. Çавăн пекех сăвă-калав вулассипе республика шайĕнчи мероприятисенче çĕнтерÿçĕ ята тивĕçет. Çакна унăн портфолиовĕнчи тĕрлĕ дипломпа Хисеп хучĕсем çирĕплетеççĕ те. Сăмах май, вĕсен çумне çулсеренех 2-3 диплом хушăнать.

- Ача-пăчана кĕнеке-хаçатпа туслаштарасси килтен пуçланмалла. Аслă ăрурисемпе танах ашшĕ-амăшĕн те ырă тĕслĕх пулмалла. Интереслĕ статьясене ачапа пĕрле тишкермелле. Çавăн чухне çеç çитĕнекен ăру ытларах вулав патне туртăнĕ, - калаçăва вĕçленĕ май палăртрĕ район хаçачĕн çывăх тусĕ.

Эльвира КУЗЬМИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика