АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çулсене юртан тасатаççĕ

09 февраля 2018 г.

Районти транспорт инфратытăмĕнче автомобиль çулĕ-сем 459,45 километр шутланаççĕ. Çав шутран муниципалитет сечĕн - 224,5, ял тăрăхĕсен - 168,7, республика автоçулĕсем 67,250 километр.

Çулсене хĕллехи вăхăтра пăхса тăма район территорийĕнчи организацисемпе килĕшÿсем тунă. Ĕçе ытларах «Алиководорстрой» общество пурнăçлать, 160 километр тăсăлакан çул çинчи юра хырса тăрать.

Организаци балансĕнче техника 13 единица. Ку хисепрен 11-шне çулленех тĕрĕслев витĕр кăлараççĕ. Предприяти тракторист-машинисчĕсем нумай çул вăй хурса ĕçлесе пуян опыт пухнă, ĕçе лайăх пахалăхпа пурнăçлаççĕ. Хĕрÿ вăхăтра çулсене тасатма икĕ Т-150 трактор, Амкодор-342 погрузчик, МТЗ-82 тракторпа пĕрле ĕçлекен УДМ-82 тасатакан машина, ЭО-2621 экскаватор, ДТ-75Т бульдозер тата автомобиль техники хутшăнать. Предприяти 2017 çулта çĕнĕ ГС-14.02 автогрейдер туяннă. Техника, тĕпрен илсен, кивĕ. Трактористсем «хурçă утсене» типтерлĕ тытса вĕсен ĕмĕрне вăрăмлатаççĕ. Предприятире техникăна юсама, пăхса тăма условисем лайăх.

Республика тата ял тăрăхĕсен çулĕсене тасатассипе А.С.Ивановăн «АДСК» тата «Дортех» обществăсем те вăй хураççĕ. Подряд организацийĕсене иртнĕ канмалли кунсенчи çил-тăман та питех хăратмарĕ. Вĕсем автомобиль çулĕсене кĕске вăхăтрах хырса тухрĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика