09 февраля 2018 г.
Ача шкулта вĕреннĕ чухнех хăйĕн нумай енлĕ пултарулăхĕпе палăрма пуçлать. Шăп та лăп ун чухнех унăн малашнехи пурнăçĕн никĕсĕ çирĕпленет те. Шăпа та ăна хирĕç каймасть. Пултаруллă вĕренекене çул уçса парать. Анчах чылай чухне çыннăн хăйĕн тăрăшмалла-çке. Мĕн ĕмĕтленни пурнăçлантăр тесен çав еннелле утăмсем тумалла.
Анат Татмăшра çуралса ÿснĕ Полина Никандрова шкулта ăс пухнă вăхăтрах ыттисенчен юрлама, ташлама юратнипе уйрăлса тăнă. Вăл Вутлан шкулĕнче тăхăр класс таран вĕреннĕ. Юрлас туртăмĕ кĕçĕн класранах палăрнă, çавăнпах пиллĕкмĕш класра чухне хĕрача музыка шкулне çÿренĕ. Унта вара тăххăрмĕш класс таранах баянпа та калама вĕреннĕ. Полина хăйне çак музыка инструменчĕпе калама вĕрентнĕ Юрий Геннадьевич Пантелеймонова паянхи кун та ырăпа аса илет. Вăлах ăна юрă-кĕвĕ вăрттăнлăхĕсене уçма пулăшнă ĕнтĕ. Вĕренÿре те аван ĕлкĕрсе пынă П.Никандрова.
Тăххăрмĕш класс хыççăн вăл Шупашкарти культура училищине çул тыт-нă. Ума лартнă тĕллеве пурнăçлама хăнăхнăскер пĕрре алла илнĕ пултарулăха çухатас темен. Ăна малалла аталантарас кăмăл унăн ÿссех пынă çитĕн-нĕçемĕн. Училищĕре пĕлĕве ÿстернĕ вăхăтра юрлассипе те палăрнă. «Юрлама пĕлни пурнăçра кирлĕ пулатех», - тенĕ хĕр. Тăватă çул унта вĕреннĕ те 2008 çулта И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнчи музыка факультетне аслă пĕлÿ илме кĕнĕ. Алла диплом илсен те пурнăçра мĕн кирлине ăнланса Полина водитель правине илме пултарнă. Халĕ тăватă урапаллă «урхамахĕ» уншăн чăн-чăн çăлăнăç вырăннех.
Вĕренни - çутă, вĕренменни - тĕттĕм тенешкел çамрăкăн ĕçе вырнаçассинче те аслă пĕлÿ илни усăллă пулнă. Çапла майпа 2014 çулта вăл Элĕкри ача-пăча тата çамрăксен ÿнер шкулне ĕçе вырнаçнă. Унта паянхи кун ачасене юрлама вĕрентет.
Анат Татмăш хĕрĕ хăй те илемлĕ юрлать, çитĕнсе пыракан ăрăва та çавнах вĕрентет. Çав вăхăтрах тăрăшуллă пулма тата ума лартнă тĕллеве пурнăçламашкăн талпăнни те пурнăçра питĕ кирлĕ пулнине ăнлантарать. Ĕмĕр пурăн, ĕмĕр вĕрен текен ваттисен сăмахĕ Полинăна та пырса тивет. Мĕншĕн тесен паянхи кун та малалла вĕренет. Хальхи вăхăтра вăл квалификацие ÿстерет.
Ÿнер шкулĕнче ачасемпе ĕçлеме хаваслă пулнине те пытармасть вăл. Юратнă ĕçĕ ăна хавхалантарать, малалла ĕçлеме çунат хушать. Ахальтен мар пултаруллăскер районти тата республикăри конкурссенче палăрнă. Сăмахран, Шупашкарта иртнĕ «Чăваш пики - 2014» наци конкурсне хутшăннă. Тепĕр çулне Элĕкре «Мисс Юрпике - 2015» конкурсра çĕнтернĕ. Чылай çĕрте хутшăнма вăхăт та, кăмăл та пулнă. Çавăнпах унăн пултарулăхне тата кăмăл пуянлăхне асăрхамасăр пулман. Кăçал Полина Михайловна Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине илме тивĕçнĕ.
Пултаруллă çын вăл пур енĕпех маттур пулать çав. Çакна та çамрăк вĕрентекен пиркиех каланăн туйăнать. Телей кайăкĕ те ун çумĕнчех вĕçсе çÿренĕ пулĕ. Акă мăшăрĕпе иккĕшĕ халĕ пĕчĕк пепкине çитĕнтереççĕ. Апла пулин те Полина ĕçĕнче те, килте те аванах ĕлкĕрет. Час-часах çывăх çыннисене тĕрлĕ торт, печени пĕçерсе çитерсе савăнтарать. Эппин, тĕпелте аппаланасси те уншăн чун киленĕçĕ çеç.
А.СИЛИВЕСТРОВА.