20 февраля 2018 г.
Вăхăтăн хăйĕн астăвăмĕ пур, вăл – истори. Çакă нихăçан та манăçмасть. Элĕк вăтам шкулне çÿрекен хĕрачасемпе арçын ачасем те çакна аванах ăнланаççĕ. Ашшĕсемпе пиччĕшĕсем, аслашшĕ-кукашшĕсем çĕршыв кун-çулне çыраканĕсем пулнине вара тепĕр хутчен «Çар чăматанĕ» акцие хутшăнса çирĕплетсе пачĕç.
Любовь Андреева вĕрентекен ертсе пынипе виççĕмĕш класс ачисенчен кашниех çарта пулнă çывăх тăванĕсен япалисене илсе килчĕ, вĕсем çинчен тантăшĕсене каласа пачĕ. Çапла майпа хăйне евĕр тĕпчев ĕçĕ йĕркеленчĕ. Кунта сăн ÿкерчĕксем те, çар тумĕ те, упранса юлнă çырусем те пулчĕç. Кашни япалиех уйрăм çын кун-çулĕпе çыхăннă.
Çак кунсенче ачасем хăйсем патне урока Шупашкартан килнĕ хăнасене те чĕнчĕç. Афганистанран совет çарĕсене кăларнă кун – февралĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи салтак амăшĕсен комитечĕн представителĕсемпе Лариса Егоровăпа тата Людмила Мельникпа тĕл пулчĕç. Калаçу совет салтакĕсен паттăрла ĕçĕсем çинчен пычĕ. Ачасем те парăмра юлмарĕç, «Çар чăматанĕ» акци çинчен тулли кăмăлпа каласа пачĕç.
Марина ЛЕОНТЬЕВА.