20 февраля 2018 г.
Чăвашсем хушшинче анлă сарăлнă хĕллехи уявсенчен пĕри - çăварни. Çăварни эрнинче кашни килтех икерчĕ, кукăль пĕçернĕ. Аслисем пĕр-пĕрин патне хăнана çÿренĕ, çамрăксем лашасемпе катаччи чупнă, ача-пăча тăвайккинчен çунашкапа ярăннă. Тахçантан пах пыракан уява эпĕ мĕн пĕчĕкрен астăватăп. Çак уява кашни çулах хам та кăмăлпах хутшăнатăп.
Февралĕн 15-мĕшĕнче Тавăтри ача садĕнче «Эх, çăварни, çăварни» уяв иртрĕ. Алина Комиссаровăпа Лариса Петрова воспитательсем çак уявра ачасене «çăварни пуйăсĕпе» ярăнтарчĕç. Пĕчĕккисем «чарăнусенче» çăварни сăввисем каларĕç, юрăсем, такмаксем шăрантарчĕç, ĕлĕкхи чăваш вăййисене вылярĕç. И.Я.Яковлев çырнă «Тилĕпе тăрна» юмах тăрăх лартнă инсценировка пурин кăмăлне те кайрĕ. Уяв питĕ савăнăçлă иртрĕ.
Çак уявра тăван сăмах, юрă-кĕвĕ янăраса чăваш чĕлхи чăннипех те чи янăравлă, чи хаклă чĕлхе пулнине, ăна хисеплесси, упрасси пирĕн тĕп тивĕç пулнине çирĕплетсе пачĕ.
Лариса ПЕТРОВА,
Тавăтри 3-мĕш номерлĕ ача сачĕн воспитателĕ.