27 февраля 2018 г.
Февралĕн 20-мĕшĕнче Тавăтри культура çуртĕнче культура учрежденийĕсен ĕçченĕсем ларăва пухăнчĕç. Унăн теми «2017 çулхи культура отрасльне пĕтĕмлетни тата 2018 çулхи тĕллевсем çинчен» пулчĕ. Кунта культура çурчĕсенче ĕçлекенсемпе пĕрлех библиотека, музей тата архив ĕçĕнче тăрăшакансем, çавăн пекех ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем те килнĕ.
Асăннă мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов, район администрацийĕн социаллă аталану, культура тата архив ĕçĕсен секторĕн заведующийĕ Людмила Семенова, Тавăт ялĕнче çуралса ÿснĕ, «Элĕк ачи» ентешлĕх президенчĕн çумĕ Николай Капитонов хутшăнчĕç.
Александр Николаевич культура пирĕн пурнăçра пысăк вырăн йышăннине тата вăл районта çулран-çул аталанса пынине палăртрĕ. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем вырăнти клубсен хĕлхемне ялкăштарса тăма тăрăшнине тата ялсенче пурăнакансем те çак ĕçе пысăк тÿпе хывнине асăнчĕ. Çавна май залра пухăннисене çак ĕçре ырми-канми ĕçленĕшĕн, çитĕнÿсем туса пынишĕн тав сăмахĕ каларĕ. «Инициативлă бюджет» программăна хастартарах хутшăнмаллине те палăртрĕ. Унтан Александр Николаевич культура ĕçĕнче палăрнăшăн тата ăна аталантарас ĕçе сахал мар тÿпе хывнăшăн Шĕмшеш культура çурчĕн директорне Вячеслав Филиппова тата Ехремкасси ял тăрăхĕн пуçлăхне Вячеслав Ефимова Чăваш Республикин Культура министерствин тав хучĕсемпе, Тавăтри библиотека заведующине Ритта Егоровăна Хисеп хучĕпе чысларĕ.
Культура секторĕн тата учрежденисен ĕçĕ çинчен Людмила Семенова каласа пачĕ. Вăл 2017 çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕ тата кăçалхи ума лартнă тĕллевсене палăртрĕ. Иртнĕ çул клуб учрежденийĕсем чăваш халăх йăли-йĕркине, культурине упраса хăварассишĕн, культура ĕçне лайăхлатассишĕн нумай ĕç туса ирттернине каласа хăварчĕ. Библиотекăсемпе архив ĕçĕсене те çутатрĕ.
Ун хыççăн ентешлĕх представителĕ Николай Капитонов тухса калаçрĕ. «Ĕлĕкех çынсем юрласа ĕçе кайнă, ĕçрен юрласа киле таврăннă. Тен, çавăнпах вĕсем тутă пулнă пулĕ, - шÿтлерех пуçларĕ вăл хăйĕн калаçăвне. - Çыннăн яланах юрламалла, çакă питĕ усăллă. Кирек епле уява та культура ĕçченĕсем хăйсен пултарулăхĕпе илем кÿреççĕ». Çавна май вăл Тавăтри пултарулăх коллективне Хисеп хучĕпе чысларĕ.
Асăннă мероприятире çак кун курав та хатĕрленĕ. Кунта уйрăмах Тавăтри Хĕрарăмсен канашĕн ăстаçисен ĕçĕсем пурне те илĕртрĕç.
А.СИЛИВЕСТРОВА.