02 марта 2018 г.
Кăçал Раççейре - Ырă ĕç тăвакансен (волонтер) çулталăкĕ. Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин палăртнă тăрăх, Ырă ĕç тăвакансен çулне ирттерни питех те усăллă. Çĕршыв аталанăвĕ çине волонтерсем пысăк тÿпе хываççĕ. Çавăнпа общество умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçĕсемшĕн хакламалла.
Волонтер юхăмĕ çулран-çул пирĕн çĕршывра аталанса пырать. Раççейре çичĕ пине яхăн çын асăннă юхăма хутшăннă. Вĕсем пулăшу кирлĕ çынна яланах алă пама хатĕр. Республикăра та, районта та хăйсен ирĕкĕпе ырă ĕç тăвакансен шучĕ малалла ÿссе пырасса шанас килет. Çакна тĕпе хурса юнкун Элĕкри культура çуртĕнче Хăйсен ирĕкĕпе ырă ĕç тăвакансен çулталăкне савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Кунта район пуçлăхĕ Владислав Волков, район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ - вĕренÿ пайĕн начальникĕ Петр Павлов тата район администрацийĕн социаллă аталану, культура тата архив ĕçĕсен секторĕн заведующийĕ Людмила Семенова хутшăнчĕç. Владислав Константиновичпа Петр Петрович волонтер юхăмĕ чылай ăрăва пĕрлештерсе тăнине асăнчĕç. Волонтер çулталăкне уçнă ятпа саламларĕç. Çак пархатарлă ĕçре хутшăнакансене ăнăçу сунчĕç тата малашлăхри пурнăçра ырă тăвакансен шучĕ ÿсессе шаннине палăртрĕç.
Часах сцена çине пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулсенчи ачасен пĕрлешĕвĕсем тухрĕç. Вĕсем хушшинче «Çамрăк экологсем», «Ырă чĕресем», «Симĕс патрульсем» тата ыттисем те пур. Асăннă çулталăка уçнă май ыттисемпе пĕрлех ача-пăча ÿнер шкулĕн «Ладушки» ташă ушкăнĕ тата Ксения Филиппова «Раççей кĕтесĕ» юррипе, Чăваш Сурăм кадечĕсем бал ташшисемпе савăнтарчĕç.
А.СИЛИВЕСТРОВА.