АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пепкене упрар, инкек-синкекрен сыхлар

02 марта 2018 г.

Ашшĕ-амăшĕн тивĕçĕ чыслă та пархатарлă. Ачана пурнăç парнелеççĕ вĕсем. Паллă ĕнтĕ, тĕпренчĕк çут тĕнчене килнипех лăпланаймăн. Ăна кирлĕ пек пăхса ÿстерни те пĕлтерĕшлĕ.

Çавна кашни ашшĕпе амăшĕ пĕлсе тăрать темелле. Ача ла-йăх аталанса ÿстĕр, сывлăхĕ çирĕп пултăр тесе, чăнах та, пурте тăрăшаççĕ пулĕ. Анчах та пурнăçра ырă мар пулăмсем те палăраççĕ. Ашшĕ-амăшĕн асăрханусăрлăхне пула инкек сиксе тухма та пултарать.

Пĕчĕк ачан амăшĕ, сăмахран, çителĕклĕ таран çывăраймасть, ывăнать, хушăран хăйне япăх та туять, канаймасть, хăшĕ-пĕрин пулăшакан та çук. Ун пек чухне тавăрма май çукки те пулма пултарать. Амăшĕ пепкинчен кăшт кăна пăрăннă, урăх ĕçсемпе аппаланнипе тимлĕхĕ чакнă вăхăтра ача ÿкме, хăй çине вĕри шыв тăкма пултарасси паллă. Пĕчĕкçĕ ывăл-хĕр амăшĕн кăкăрĕ, кĕлетки айне те лекме пултарни вăрттăнлăх мар. Çавăнпа та инкек ан пултăр тесен ашшĕ-амăшĕн ачине упраса, çăлса хăварассипе хăш-пĕр йĕркене пăхăнни кирлех.

Пысăк «опытлă» амăшĕсем ачапа пĕр кравать çинче çывăрма сĕнеççĕ. Капла амăшне çывăрма меллĕ, ачашăн та лайăх-мĕн. Тухтăрсен вара хăйсен опычĕ. Тин кăна çут тĕнчене килнĕскере юнашар вырттарни хăрушлăх кăларса тăратать. Маларах асăнтăм ĕнтĕ, тутлă ыйха путнă амăшĕн айне пулнă ачана пăчăхса вилме темиçе минут кăна кирлĕ. Çавăнпа та тĕпренчĕкĕн краватьне амăшĕн-пе юнашар лартни шанчăк- лăрах, çывăх çыннăн алли ачи патне çитме пултартăр.

Ачана кăкăр сĕчĕ çитернĕ чухне те тимлĕхе чакармалла мар. Сăмахран, амăшĕ çывăрса кайнă-и е карас телефонĕпе калаçать - асăрхакансăр (тимлĕх-сĕр) юлнă ачан сăмси амăшĕн кăкăрĕпе хупланма пултарать, çапла вара инкек хăрушлăхĕ те юнашарах. Ачана апатлантарнă чухне тимлĕ пулни - икĕ енĕшĕн те чи кирли.

Диван çинчи пепке те хăрушлăхсăр мар. Амăшĕ унăн кĕпи- йĕмне, пеленка илме тăнă-и - ача урайне ÿксе аманма пултарать. Пĕр уйăхри вырăнтах выртать тейĕпĕр, виçĕ-тăватă уйăхрисемпе вара, упаленме тытăннисемпе, шикленесси                       ÿсетех.

Чылай çамрăк амăшĕ-сем ачисене шыва кĕртесрен хăраççĕ, ваннăра «путасран» шикленеççĕ. Опытлисем вара хăйсене лăпкăрах тытаççĕ. Аслăрах ачине пĕчĕккине асăрхама хăварас йăла та пур. Тĕслĕхрен, виçĕ çулхи ача шăллĕне е йăмăкне ваннăри шывра путассинчен епле хăтарма пултартăр-ха;

Мунча кĕни, паллах, усăллă, анчах та пĕчĕккисем валли мар. Чи малтанах, унăн терморегуляци йĕркеллех мар, çавна май пепке ÿчĕ хăвăрт вĕриленет. Пĕчĕкскерсем мунчара пиçсе кайнă тĕслĕхсем те пулаççĕ. Пепкене вĕрилентермелли пÿ- лĕмре тытни вуçех те пулмалла мар. «Йăмăкна асăрха-ха» тесе аслăрах ачине шанни ырă марри патне илсе пыма пултарать. Лешĕ вара ашшĕ-амăшĕ пĕчĕкки çине тимлĕх ытларах уйăрнăран ăна юратасшăн мар тейĕн, балконтан пăрахма та хатĕр. Ашшĕпе амăшĕн пĕртен-пĕр ача кăна пулсан, вăл 15 çулта та пĕчĕкки шутне кĕрĕ. Çемьере пĕртăвансем иккĕн пулсан, асли виçĕ çулта та пысăкки шутланать, пиллĕкре чухне вара çитĕнсе те çитнĕ тейĕн. Çакна асра тытасчĕ: çиччĕри ача та пепкене асăрхаса çитереймест, ăна хăйне те пăхса тăмалла. Ашшĕ-амăшĕн хăйĕн яваплăхне аслă ачи çине ярас марччĕ. «Эпир хамăр çаплах ÿснĕ» тесе лăпланни вуçех те вырăнлă мар.

Утса çÿреме пуçланă пĕчĕкскер туалета кайса унитазри шыва ĕçсе тултарни пысăк инкекех мар тейĕпĕр. Кунти савăтри çумалли хатĕре тутанса пăхни вара уншăн пысăк хăрушлăх кăларса тăратать. Эмелсене те ачасем илмелле мар вырăнта упрасчĕ.

Ачасем - пирĕн пуласлăх. Ывăл-хĕре мĕн пĕчĕкрен лайăх, кирлĕ пек пăхса ÿстересчĕ.

Алина ДАНИЛОВА,

район больницин педиатрĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика