АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кайăксене пулăшатăп

02 марта 2018 г.

Кайăксем - пирĕн туссем. Вĕсем йывăçсене хурт-кăпшанкăран сыватаççĕ, çынсене илемлĕ юрăпа савăнтараççĕ. Çавăнпа та пирĕн те кайăксене пулăшма тăрăшмалла, вĕсене хĕллехи вăхăтра сырăшсем туса памалла, апатлантармалла. Хĕлле кайăксем выçăпа аптăранине питĕ лайăх ăнланатăп. Çавăнпа та кайăксене пысăк пулăшу пама тăрăшатăп. Эпĕ ыр тунине пĕлсе вĕсем хăйсемех пирĕн кил хушшине вĕçсе килеççĕ. Пирĕн кил картинче кă- вакарчăнсем пурăнаççĕ. «Çунатлă туссем» çурт йĕри-таврах йăвисене туса тултарнă, пĕр 20-30 кăвакарчăн та пулĕ. Хур- кăвакала тырă сапса парас-ха тесе кĕлет алăкне мĕнле уçатăп, çавăн пек кăвакарчăнсем вĕçсе анаççĕ те ман тавра вĕлкĕ-шеççĕ. «Сирĕн хырăм выçрĕ-и, çитерем-и;», - тетĕп йăл кулса. Вĕсем вара хăйсене çитернине сиснĕн çĕр çине вĕçсе анса вырнаçаççĕ. Эпĕ юра кĕреçепе хыратăп, шăпăрпа шăлса тасататăп та тулă сапса паратăп. Эх, пĕлесчĕ сирĕн, мĕнлерех савăнса çиеççĕ вĕсем! Кăвакарчăнсем çинине курса çерçисем те вĕçсе килеççĕ. «Чи! те чи! Чи! те чи! чилетеççĕ çерçисем. «Мĕн тери ырă хуçа, тавтапуçах ăна уншăн», - теççĕ пулĕ савăнса. Çисе ярсан татах сапса паратăп. Ма парас мар, çиччĕрех тăраниччен. Çунатлă туссем пулсан пире çĕр çинче пурăнма та аванрах. Аттепе анне те ман ĕçпе кăмăллă. Кайăксем çинине чунтан савăнса пăхса тăратăп. Килти Альмăпа Джони йытăсем те тĕкĕнмеççĕ вĕсене.

Ачан пулăшу кĕтекене пурне те май килнĕ таран ырă тума тăрăшмалла. Эпĕ яланах çакна асра тытса пурăнатăп.

- Ачасем, эсир вара кайăксене пулăшатăр-и?

Лилиана БАРАНОВА,

Мăн Ямашри вăтам шкул.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика