06 марта 2018 г.
Пултаруллă сăвăç, публицист, куçаруçă Митта Ваçлейĕ çуралнăранпа 110 çул та çитрĕ ĕнтĕ. Çавна май районти библиотекăсенче ăна халалласа поэзи сехечĕсем ирттернĕ, куравсем хатĕрленĕ. Митта Ваçлейĕ Чăваш литературинче палăрса юлнă çăлтăр. Унăн пултарулăхĕ нумай енлĕ. «Хисеплĕ вилĕм», «Чĕлĕм Мĕкĕти» паллă хайлавĕсене, «Лав хыççăн лав», «Кăçалхи калăм», «Мамăк утравĕ» тата ытти очеркĕсене юратса вулаççĕ. Вăл вырăс çыравçисен хайлавĕсене куçарнă. Акă, Ишпарайкка ял библиотекинче те шкул ачисемпе Митта Ваçлейне халалланă поэзи сехечĕ ирттернĕ. Кунта вĕренекенсем унăн пултарулăхĕпе паллашнă, сăввисемпе хайлавĕсене вуланă. Çавăн пекех куравпа та кăсăкланнă.