06 марта 2018 г.
Мартăн 3-мĕшĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрне республикăри чи хастар та ĕçчен, тăрăшуллă та пултаруллă хĕрарăмсем пухăннă. Çак кун «Хĕрарăм лидер» республика конкурсĕн çĕнтерÿçисемпе призерĕсене палăртнă. Асăннă мероприятие Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьевпа унăн мăшăрĕ Лариса Игнатьева та хутшăннă.
Республика Пуçлăхĕ пухăннисене çурхи пĕрремĕш уявпа, çывхарса килекен Хĕрарăмсен Пĕтĕм тĕнчери кунĕпе саламланă. «Çĕршыв тата республика малашлăхĕ амăшĕсенчен килет», - палăртнă вăл. Этемлĕхĕн черчен пайне юрату, тулăх пурнăç, çемьере ăнăçу суннă.
Çавăн пекех пухăннисене «Чăваш Енри хĕрарăмсен Союзĕ» обществăлла организацин председателĕ Алевтина Федорова саламланă. Пирĕн районтан асăннă конкурса Элĕкри «Çăлкуç» ача сачĕн заведующийĕ Лариса Соколова хутшăннă. «Хĕрарăм - çулталăкри чи лайăх ертÿçĕ» номинацире сертификата тивĕçнĕ. Республикăри чи хастар хĕрарăмсене çавăн пекех РФ Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов, республикăри «Чăваш Енри ашшĕсен канашĕ» обществăлла организаци председателĕ Алексей Мурыгин саламланă.
(Хамăр инф.)