06 марта 2018 г.
Çурхи хаваслă уявсенчен пĕри вăл - Хĕрарăмсен кунĕ - мартăн 8-мĕшĕ шутланать. Иртнĕ çулсенче ĕç коллективĕсенче хĕрарăмсене уяв ячĕпе саламласа Хисеп хучĕсем, открыткăсем паратчĕç. Паян ку йăла манăçрĕ ĕнтĕ. Клубсенче ятарлă мероприятисем ирттересси сыхланса юлчĕ. Амăшĕсем ачисем саламласса кĕтеççĕ. Ăшă сăмахран ытла нимĕн те кирлĕ мар.
Хĕрарăм вăл - пурнăçа илем кÿрекен, çемье тыткăчи вырăннех. Çĕршывăн демографи политикине татса пама та пулăшать. Пирĕн, арçынсен, вĕсемпе йăвашрах, кăмăллăрах, çаврăнăçуллăрах пуласчĕ. Çавăн чухне çемьере яланах килĕшÿ, тăнăçлăх хуçаланĕ. Хĕрарăмсем килти пурнăçра анчах мар, производствăра, ытти обществăлла ĕçсенче, культурăра, спортра та пултарулăхĕпе, тăрăшулăхĕпе палăраççĕ. Иртнĕ вăрçă çулĕсенче мĕн тери хастар пулнă вĕсем. Хыççăн юхăннă хуçалăхсене çĕклеме хутшăннă.
Паянхи çамрăксен аслă ăрурисене те манас марччĕ, хисеплесчĕ. Вĕсене çывхарса килекен хĕрарăмсен уявĕ ячĕпе саламлар, ырлăх-сывлăх, вăрăм кун-çул сунар. Пирĕн тăрăхри 90 çултан иртнĕ тыл ĕçченĕсем - М.Владимирова, Ф.Тимофеева, Л.Тимофеева, Ю.Никифорова, Е.Александрова, Е.Петрова, А.Сидорова. 90 çула çывхаракан вăрçă ачисен шутĕнче Р.Семенова, Т.Анисимова, Л.Давыдова, З.Сорокина, О.Николаева, О.Сидорова, Ю.Матвеева, Н.Егорова, К.Иванова, Е.Иванова, Е.Николаева, Е.Осипова, А.Иванова. Вĕсем пурте 3-5 ача çуратнă, ывăл-хĕрĕсене çĕршыва юрăхлă çынсем тунă. Фельдшер-акушер пункчĕн заведующине Л.Павловăна, Н.Орлова санитаркăна, клуб ертÿçине А.Ильинана, лавкка сутуçине О.Никоноровăна, В.Кузьмина вĕрентекене те ырăпа асăнас килет. Н.Афанасьевăпа М.Иванова, А.Ящиковăпа А.Андреева та хисепе тивĕçнĕ. Вĕсем клуб çумĕнчи пултарулăх ĕçне хастар хутшăнаççĕ, ял çыннисене савăнăç кÿреççĕ.
В.АРХИПОВ,
Мартынкасси ялĕ.