13 марта 2018 г.
«Новый путь» хуçалăх ĕçченĕсем çур акине хатĕрленсе паха вăрлăх хатĕрлессине тĕп вырăна хураççĕ. Ку енĕпе иртнĕ çулах кал-кал ĕçленĕ. Вырма вăхăтĕнче акмалли культурăсене алассине кирлĕ пек йĕркеленĕ. Иртнĕ кĕр кунĕсенче те вăрлăхшăн çине тăрсах тимленĕ. Ака стандартне ларайман культурăсене тепĕр хутчен сортировка витĕр кăларнă. Çĕнĕ çула кĕрсен те вăрлăх шăпишĕн тăрăшнă. Паянхи куна илсен, ял хуçалăх предприятийĕнче акмалли тырă пурте таса, вĕсен шăтаслăхĕ те лайăх. «Свеча», «Эстер» çурхи тулă 775 центнер, «Гунтер» сĕлĕ 598 центнер, «Дударь» пăрçа 356 центнер, «Эльф» урпа 936 центнер йăлтах кондициллĕ. Хуçалăхра вăрлăх пĕтĕмпе 3384 центнер хывса хăварнă, урăхла каласан, ака ĕçĕсене ирттерме çителĕклĕ.