23 марта 2018 г.
Мăнкун - вырсарникун килекен христиансен чи çутă уявĕ. Христос чĕрĕлнĕ Çутă кун - мĕнпур Турра ĕненекенсен тĕп праçникĕ. Çак кун пĕр-пĕрне саламлаççĕ, сăрланă çăмартасем параççĕ.
Кăçал районти Ачасемпе çамрăксен пултарулăх центрĕ районти вĕренÿ учрежденийĕсенче пĕлÿ тата воспитани илекен ачасене республикăри «Мăнкун йăли-йĕрки» конкурсăн районти тапхăрне хутшăнма сĕннĕ. Хăйсен пултарулăхне кăтартас текенсем йышлăн пулнă. Конкурса салам открыткисемпе ĕçсем 71 таранах килнĕ. Жюри ĕçсене «Мăнкун сувенирĕ» тата «Мăнкун уявĕ» номинацисемпе, виçĕ ÿсĕм ушкăнĕпе хакланă. Ача сачĕсене, шкулсене çÿрекенсем хушшинче çĕнтерÿçĕсем йышлăн. Халĕ вĕсен ĕçĕсенчен Ачасемпе çамрăксен пултарулăх центрĕнче курав йĕркеленĕ. Унта çитсе курма сĕнеççĕ.