23 марта 2018 г.
Иртнĕ кунсенче Шупашкарта «Çĕр çинчи пурнăçшăн» сăвăсен конкурсĕ иртрĕ. Унта хамăн та хутшăнма тÿр килчĕ. Çул чăрмавĕсене пула мероприятие вăхăтра çитеймерĕмĕр, çавăнпа та икĕ конкурсант сăвă вуланине анчах итлеме ĕлкĕртĕм. Вĕсем арçын ачапа хĕрача пулчĕç. Мана вара уйрăмах хĕрача сăвă вулани тыткăнларĕ. Унăн калаçăвĕ пирĕн енчи чăвашсенчен уйрăлса тăрать. Жюри членĕсен ыйтăвĕсем çине хуравланă чухне те пысăк тавракурăмлă пулни сисĕнчĕ. Вăл хуравланине кура эпĕ хĕр-упраç малашлăхра журналист пулас тĕллевлине ăнлантăм.
Конкурс вĕçленсен хĕрача манран интервью илессине пĕлтерчĕ. Чи малтанах хăйĕнпе паллаштарчĕ, Юля Аюдкова ятлă. Елчĕк районĕнчи Елчĕкри вăтам шкулта 11-мĕшĕнче вĕреннине палăртрĕ. Вĕренÿпе пĕрлех хĕрача юратнă ĕçе саплаштарса пыма та вăхăт тупать-мĕн. Чăваш наци радиовĕ валли кăларăмсем, «Ачалăх урхамахĕ» радиокăларăм валли те репортажсем хатĕрлет. Пултаруллă хĕр «Самант» журналпа тата «Тантăш» хаçатпа та тачă çыхăнура иккен. Асăннă пичет кăларăмĕсенче сахал мар статья пичетлесе кăларнă вăл.
Акă, вĕсем, пирĕн вăхăтри çамрăксем, пурнăç таппинчен юлманнисем. Çут малашлăха çирĕп утаканнисем. Юльăпа паллашма тÿр килнишĕн чунтанах савăнтăм. Çавăнпах манăн та район хаçатне çырса пăхас шухăш çуралчĕ. Хастар хĕрпе вара малашлăхра татах та курнăçас килет. Çак ĕмĕте унпа пĕр шухăшлă пулсан, чăваш чĕлхин илемлĕхне палăртакан ăсталăх конкурсĕсене хутшăнсан çеç пурнăçа кĕртме пулать.
Яна ВАСИЛЬЕВА,
Чăваш Сурăмĕнчи вăтам шкулта 10-мĕш класра вĕренекен.