АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Спорта аталантарассипе - малтисен йышĕнче

27 марта 2018 г.

Мартăн 23-мĕшĕнче «Шупашкар Арена» пăр-керменĕн конференц-залĕнче Чăваш Республикин Физкультурăпа спорт министерствин коллегийĕн анлă ларăвĕ иртнĕ. Ăна 2017 çулхи спорт отраслĕн аталанăвĕн кăтартăвĕсене палăртас тĕлĕшпе йĕркеленĕ те. Çавăн пекех ларура республикăри йăлана кĕнĕ смотр-конкурс пĕтĕмлетĕвĕсене палăртнă. Элĕкри «Хĕлхем» ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ бассейнсăр тата 500 ытла çын сывлăхне çирĕплетме çÿрекен республикăри ытти спорт учрежденийĕсем хушшинче Чăваш Ен Спорт министерствин 1-мĕш степеньлĕ дипломне тивĕçнĕ. Кунсăр пуçне предприяти-учрежденире физкультурăпа спорта аталантарас ĕçе лайăх йĕркелессипе ирттернĕ конкурсра Элĕк райповĕ 2-мĕш вырăна тухнă. Шкулсенче Сывлăхпа спорт кунĕсене тивĕçлипе йĕркелесе ирттерессипе республикăри смотр-конкурсра Вутланти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул «Чи лайăх вĕренÿ учрежденийĕ» номинацире лауреат пулса тăнă.  

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика