27 марта 2018 г.
Районта «Вилĕме ăçта сутаççĕ» наркотика хирĕçле акцие хутшăнса Элĕкри ача-пăча библиотекинче Элĕк шкулĕнчи 7 «в» класра вĕренекенсемпе «Наркотиксене çук тесе кала» информаци сехечĕ ирттернĕ. Малтанах ача-пăча библиотекин заведующийĕ Галина Миронова ачасене наркотиксем, вĕсем организм çине мĕнле витĕм кÿни çинчен каласа панă.
Информаци сехечĕ пынă вăхăтра унта хутшăннисен чылай ыйту çине хуравлама тивнĕ.
Мероприяти вĕçĕнче библиотекарь «Наркомани - инкек палли» кĕнеке куравĕ кăтартнă. Вĕренекенсене «Эпир наркотиксене хирĕç» буклетсем тата «Хĕрÿ линисен» телефон номерĕсен информаци хучĕсене панă.