АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Грипп парăнасшăн мар-ха

27 марта 2018 г.

Грипп парăнасшăн мар-ха

Çынсем ытларах чухне хĕлле шăнса пăсăлаççĕ тата гриппа чирлеççĕ текен анлă сарăлнă шухăшпа паян килĕшме çук-ха. Март уйăхĕнчен этем организмĕ çав тери хавшак, çавăнпа та кирек епле вируслă инфекцие те парăнма хатĕр.

Роспотребнадзорăн Чăваш Республикинчи Управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх, 2018 çулăн 12-мĕш эрнинче грипп тата сывлăш çулĕсем урлă ерекен инфекци чирĕсемпе чирленĕ 8681 тĕслĕ-хе регистрациленĕ. Асăннă чирсемпе мĕнпур ÿсĕмрисем аптраççĕ. Чирлекенсенчен 63,5 проценчĕ шăп та шай шкулсенче пĕлÿ илекенсем тата ача садне çÿрекенсем.  

Тĕрлĕ лаборатори тĕрĕслевĕсем çакна çирĕплетеççĕ. Чăваш Енре пурăнакансем ытларах A/H3N2, A/H1N1/2009, B типлă вируслă гриппа чирлеççĕ. Сывлăх сыхлавĕн ĕçченĕсем пĕлтернĕ тăрăх, асăннă грипсене пуçаракан микробсем шăп та шай иртнĕ кĕркунне эпидеми пуçланиччен иммунитета аталантарма тунă вакцина йышĕнче пулнă. Çавăнпа та ку хутĕнче больницăсене медицина ĕçченĕсем каланине шута илмесĕр прививка тутарманнисем лекнĕ те.

Районти лару-тăру çинче кĕскен чарăнса тăрас пулсан çакна палăртмалла. Тĕп больницăн инфекци уйрăмĕн заведующийĕ Юлия Мулюкова палăртнă тăрăх, Элĕк тăрăхĕнче пурăнакансем грипп тата сывлăш çулĕсем урлă ерекен вируслă инфекципе март уйăхĕн пуçламăшĕсенче чирлеме пуçланă. Аслисем ку чухне ытларах килĕсенче тухтăрсен сĕнÿ-канашне тĕпе хурса сипленеççĕ пулсан, ачасене районти сиплев учрежденине илсе килнĕ тĕслĕхсен шучĕ ÿснĕ. Уйрăмах йывăррисене больницăна вырнаçтарнă.

«А» типлă грипп чухне кĕлетке температури хăвăрт хăпарать. Каярахпа сунас ерет, ÿслĕк тухать, сывлама йывăрланать. Çавăн пекех пĕчĕк ачасен варвитти те пуçланма пултарать, вăй пĕтет, çан-çурăм ыратма пуçлать. Грипп чирне сывлăш çулĕсем урлă ерекен вируслă инфекци чирĕнчен уйăрма ансат-ха. Грипп чухне кĕлетке температури пысăк, çитменнине тата темиçе кун хушши чакмасть», - каласа ăнлантарать Юлия Алексеевна.

Сывлăх хавшасан килте сипленме сĕнмест-ха аслă категориллĕ тухтăр. Эпидеми вăхăтĕнче чирĕн пĕрремĕш палли палăрсанах тухтăрсенчен пулăшу ыйтма сĕнет. Мĕншĕн тесен медицина ĕçченĕ çын хăйне мĕнле туйнине кура ĕнтĕ симптомсене сиплекен эмел çырса парать е антибиотиксем палăртать.

«Грипп вируслă инфекци шутланать. Çавăнпа та ăшăрах шыв, чей ĕçни тата вырăн çинче выртни чирлĕ çынна хăвăртах ура çине тăма пулăшать. Ура çинче çÿресех чире ирттерме сĕнместĕп. Чир шала каяс е тата ытти органсене сиенлетес хăрушлăх пысăк. Юлашкинчен çакна та палăртса хăварасшăн. Çанталăк ăшă еннелле сулăнчĕ те тÿрех çÿхе тум-тир çине куçма ан васкăр. Çурхи çанталăк ытла та ултавлă. Куллен витаминсенчен пуян апат çимелле», - асăрхаттарчĕ районти тĕп инфекционист.

Эльвира КУЗЬМИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика