АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шыв-шур инкек ан кÿтĕр

27 марта 2018 г.

Çуркунне çитрĕ, кашни кунах çанталăк ăшăтсах пырать. Март уйăхĕн вĕçĕнче юр хăвăрт ирĕлме пуçларĕ, чылай шыв-шур хăрушлăх кăларса тăратма пултарать.

Элĕк районĕ пĕчĕк юхан шывсемпе, çырма-çатрасемпе пуян. Çав вырăнсенче гидротехника сооруженийĕсем те нумай, çĕртен тĕксе тунă пысăк пĕвесем те пур. Хăй вăхăтĕнче Элĕк-ри «Сельхозхими» предприяти питĕ хастар ĕçлетчĕ, эрозие хирĕç кĕрешсе хуçалăхсенче сахал мар плотинăсем тунă. Вăхăт иртнĕçемĕн, хуçалăхсем панкрута тухса пĕтсен, ку плотинăсен хуçисем тупăнса пĕтеймерĕç. Ял тăрăхĕсем çине те 6-7 сооружени кăна регистраци тунă. Ку ĕçе, паллах, малалла тăсмалла пулать. Çурхи шыв-шур тапхăрне йĕркеллĕ ирттерес тĕллевпе район администрацийĕн 1998 çулхи февралĕн 6-мĕшĕнчи хушăвĕпе килĕшÿллĕн ятарлă комисси туса хунă. Çавăн пекех ЧР Министрсен Кабинечĕ те 2018 çулта шыв-шур тапхăрне ăнăçлă йĕркелессипе хушу кăларнă. Ял тăрăхĕсенче те ку енĕпе 12 комисси йĕркеленĕ, дежурство тăрассине тата ĕç планĕсене çирĕплетнĕ, укçа-тенкĕ тата материалсем те уйăрнă. Ял тăрăхĕсем урлă гидротехника сооруженийĕн хуçисем патне ятарлă аса илтернĕ памяткăсене çитернĕ, çурхи шыв-шура йĕркелесе тăмалли правилăсемпе тивĕçтернĕ. Пурнăçламалли нумай. Малтанах çак асăннă сооруженисенче шыв сикекен вырăнсене пăртан, юртан тасатмалла, шлюзĕсене таса тытмалла. Шыв юхмалли тăрпасене пăхсах тăрас пулать. Тунă ĕçе сăнÿкерчĕксемпе çи-   рĕплетес пулать.

Предприятисемпе организацисен хăйсен объекчĕсене шыв-шуртан сыхламалли ятарлă ĕç планĕсем те çирĕплетрĕç. Районĕпе илсен, çурхи шыв ик ял патĕнчи кил хуçалăхсене шыв айне тума пултарать. Пĕри вăл Сатлайка ялĕнчи Чечек урамĕ, тепри - Пиçенер ялĕнчи Улăх урамĕ. Вĕсемпе юнашар Сурăма юхса кĕрекен пĕчĕк юхан шывсем вырнаçнă. Çавăн пекех хăш-пĕр муниципалитет çулĕсене те çурхи шыв илме пултарать.

Çакна та палăртса хăвармалла, район территорийĕнче нумай киловатлă электроэнерги линийĕсем иртеççĕ. Хăш-пĕр çĕрте юпасем йĕри-тавра та шыв анлăн сарăлма пултарать, электроток çапма пултарать. Сусăрланасси ан пултăр тесен линисем шыв айне пулнă çĕре 25 метртан мала пыма юрамасть. Сыхлав зонинче хуçисемпе килĕшмесĕр ĕç тума юрамасть. Лини сиенленнĕ (шыв-шур илнĕ) вырăнсене асăрхасанах Элĕкри подстанцин диспетчер службине 22-4-46, 89623212394 номерсемпе пĕлтермелле. Çавăн пекех Çурçĕр сечĕн уйрăмне 39-95-52 номерпе шăнкăравлама пулать.

Владимир НИКИТИН,

ятарлă программăсен секторĕн специалисчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика