АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тыл ветеранĕ - 90-ра

03 апреля 2018 г.

Чăваш Сурăм ял тăрăхĕнче пурăнакан Тамара Владимирова çак кунсенче 90 çул тултарнă. Сумлă юбилей ячĕпе ăна район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн начальникĕ Петр Павлов тата Чăваш Сурăм ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Виктор Сорокин саламланă. Çавăн пекех Тамара Владимировна Раççей Президенчĕн саламлă çырăвне тата парнесене тивĕçнĕ.

Тамара Владимирова - тыл ветеранĕ. 1928 çулта çуралнăскер хаяр вăрçă çулĕсенче аслисемпе тан утă çулнă, тырă вырнă, вăрман каснă. Хисеплĕ юбиляр вăрçă хыççăн фермăра пăрусем пăхнă, конюхра та ĕçленĕ. Çапла майпа вăтăр çул ытла фермăра тăрăшнă. Мĕн ачаран çирĕплĕхпе чăтăмлăха тÿсме хăнăхнăскер паянхи кун та килте ахаль ларма пултараймасть. Икĕ мăнук тата пилĕк кĕçĕн мăнук ăна кулленхи пурнăçра хавхалантарса, савăнтарса пыраççĕ. Час-часах ăна пулăшма васкаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика