АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кинемее савăнтарчĕç

03 апреля 2018 г.

Кинемее савăнтарчĕç

Волонтер - ырă ĕç тăвакан, çынна пулăшма вăхăтра çитекен. Паянхи кун пурте таçта васкатпăр, çывăх çынсем çинчен те манатпăр. Уйрăмах пĕччен пурăнакан çынсене йывăр, вĕсене тимлĕх кирлĕ.

Ватă çынна пулăшакан хăй те ырă куракан теççĕ халăхра. Аслă ăрăва ырă, чыс туни халăх культурин шайĕ мĕнле пулнинчен килет.

2018 çул - Волонтерсен çулталăкĕ. Вутланти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта волонтерсен отрячĕ ĕçлет. Уйрăмах Вутлан ялĕнче пурăнакан Нина Иванова, Анастасия Андреева, Антон Андреев, Артем Андреев питĕ хастар. Акă çак кунсенче 82 çулхи Ксения Тарасовна Тарасовăна урамри çурнă вутта кил хушшине илсе кĕрсе вутă сарайне купаласа пачĕç. Кинемей питĕ хĕпĕртерĕ. «Çуркуннехи шывпа юхса каять пуль тесе хурлантăм», - каласа парать Ксения Тарасовна. Вăл ачасене чĕререн тав турĕ.

Татьяна ПАНТЕЛЕЙМОНОВА,

вĕрентекен.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика