06 апреля 2018 г.
Мăнкун - Çветтуй Христос Вырсарникунĕ. Асăннă уяв ырă усала, пурнăç вилĕме, çутă тĕттĕме çĕнтернипе çыхăннă. Чи пысăк та çутă уява аслисемпе пĕрлех ачасем те чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Ăна кашни çын анлăн паллă тăвать. Тĕн уявĕнче çынсем пĕр-пĕрне çăмартапа хăналама васкаççĕ.
Мăнкун аслă та кĕтнĕ уяв пулнăран сĕм авалах вăйă-кулăпа иртнĕ. Пĕчĕккисемпе пĕрлех ашшĕ-амăшĕ те, ваттисем те çăмарта кустармалла ăмăртнă, ăна çĕмĕрмелле вылянă. Халĕ те çак уявпа çыхăннă мероприятисем районта чылай иртеççĕ.
Акă, сăмахран, Элĕкри Тасаран та Таса Турă амăшĕн Успени чиркĕвĕнче Вырсарни шкулĕ пур. Унти вĕренекенсем районта иртекен уявсене хастар хутшăнаççĕ. Асăннă шкул 2012 çултанпа ĕçлет. Малтанах ĕнтĕ вăл пĕчĕк ушкăнран тăнă. Çулсерен Мăнкун уявĕ ячĕпе концертсем ирттереççĕ. Унта ачасем ташлаççĕ, юрлаççĕ, сăвва илемлĕ калас пултарулăхпа палăраççĕ. Юлашки çулсенче вĕсемпе пĕрле Элĕкри ача-пăча ÿнер шкулĕн вĕренекенĕсем тата ача садне çÿрекенсем те мероприятисене хутшăнаççĕ. Вĕсен пултарулăхĕпе паллашма питех те кăмăллă. Çитес вырсарникун та, апрелĕн 8-мĕшĕнче, чиркÿ çумĕнчи шкула çÿрекенсем уяв ячĕпе концерт лартса параççĕ. Вăл Культура керменĕнче 10 сехетре пуçланать.
А.СИЛИВЕСТРОВА.