АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕнеке эрни усăллă иртрĕ

06 апреля 2018 г.

Кĕнеке эрни усăллă иртрĕ

Çулсеренех март уйăхĕн вĕçĕнче пирĕн çĕршывра ача-пăча кĕнекин эрни иртет. Ăна 1943 çулта Мускавра пуçарса янă. Тепĕр майлă, эпир ăна «Кĕнекен çуралнă кунĕ» тесе калатпăр. Элĕкри ача-пăча библиотеки асăннă мероприятие кашни çулах хастар хутшăнать. Унăн тĕп тĕллевĕ - ача-пăчана кĕнекене юратма вĕрентесси, ачасен тимлĕхне ырă кĕнекесем енне çавăрасси.

Асăннă эрнен малтанхи кунĕ «Сывă-и, кĕнеке эрни» ятпа пуçланчĕ. Библиотекăна Элĕк шкулĕнчи 1 «б» класра вĕренекенсем пуçтарăнчĕç. Уява хатĕр- ленсе вулав залĕнче «Кĕнекепе туслашар» курав та йĕркеленĕ. Пĕчĕк вулакансем ача-пăча валли кăларакан тĕрлĕ çыравçăн пурнăçĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç, сăвăсем вуларĕç, тупмалли юмахсен хуравĕсене шырарĕç. Хаваспах викторинăра хутшăнчĕç. Çак класри Дмитрий Андреев чи хастарри пулчĕ.

Эрнен иккĕмĕш кунĕ «Шарль Перро çулĕсемпе» ятпа иртрĕ. Çак кун библиотекăна 4-мĕшсем килме хапăл турĕç. Малтанах ачасем çыравçă-юмахçăн пурнăçĕ, ĕçĕ-хĕлĕ çинчен итлерĕç, юратнă юмахсенчи сăнарсене аса илчĕç. Тĕрлĕ вăйăсемпе конкурссене те хутшăнчĕç. Чи нумай юмах вулакансем М.Шорников, С.Никитина, А.Петрова пулчĕç. Вулав залĕнче мероприятие хатĕрленсе «Шарль Перро патĕнче хăнара» курав та йĕркеленĕ. Унăн юмахĕсем пурнăç илемне туйма, ĕçе юратма, ырă ĕçсем тума, хăюллă та хастар пулма вĕрентеççĕ. Эрнен черетлĕ кунĕ С.Михалков çыравçă 105 çул тултарнине халалласа «Сергей Михалковпа ирттернĕ хаваслă кун» ятпа иртрĕ. Кунта 3-мĕш класра вĕренекенсем икĕ ушкăна пайланса тĕрлĕ конкурс-викторинăсенче, вăйăсенче тупăшрĕç. Çавăн пекех С.Михалков çырнă сăвăсене, унти сăнарсене аса илчĕç.

Кĕнеке уявĕнче çамрăк вулакансем Е.Благинина сăвăç-пуçаруçăн пурнăçĕпе те паллашрĕç. Ачасем валли ырă та хаваслă сăвăсем çырнă вăл. Вĕсем тăван тавралăха юратма, çут çанталăка упрама вĕрентеççĕ.

Эрне вĕçĕнче «2017 - çулталăкри чи нумай вулакан» конкурса хутшăннă ачасене палăртса хăвартăмăр. Çĕнтерÿçĕсен йышĕнче А.Михайлова, Е.Леонтьева, А.Лебедева, А.Аполлонов, М.Сидоров, Л.Этриванова, А.Лебедева вĕренекенсем тĕрлĕ кĕнекепе, куравсемпе паллашрĕç, юмахсем тăрăх хатĕрленĕ шÿтлĕ конкурссене хутшăнчĕç.

С.ПОТАПОВА, библиотекарь.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика