АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ылтăн алăллă хĕрарăмсем

10 апреля 2018 г.

Тĕрлĕ япала эрешлеме, çыхма пултаракан хĕрарăмсем сахалах мар-ха ялсенче. Вĕсен хушшинче вара аслă çулсенчисем те, тин çеçрех çемье тилхепине тытнисем те пур-ха. Сăмахран, Елена Юрьевна Александрова Ураскилтсемшĕн çĕнĕ çын-ха. Апла пулин те çамрăк хĕрарăм килтисене çеç мар, ял çыннисен те хăйĕн пултарулăхĕпе тыткăнлама ĕлкĕрнĕ. Вăл тĕпренчĕкĕпе декретлă отпускра ларнă чухне пуçĕпех ал ĕçне кÿлĕннĕ. Вĕтĕ шăрçапа усă курса тĕрлĕ чĕрчун, чечексем тĕрленĕ, çут çанталăка сăнланă. Хатĕр ĕçсене вара рамăсене вырнаçтарнă. Çавăн пекех алмаз мозаикипе эреш тунă ĕçсем те сахалах мар-ха унăн. Елена Александровăн, çавăн пекех Ураскилтри Марина Волкова, Шĕнтрешри Ирина Семенова, Мăн Тукташри Наталия Петровăпа Виктория Михайлова, Тури Вылари Эмма Ермакова ăстасен ĕçĕсемпе усă курса вырăнти вулавăшра курав хатĕрленĕ. Унта çекĕлпе е йĕппе çыхнă, тĕрленĕ ытти япаласемпе те паллашма май пулнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика