13 апреля 2018 г.
Элĕкри тĕп библиотекăн вулав залĕнчен çынсем татăлма та пĕлмеççĕ. Кунта час-часах тĕрлĕ мероприяти иртет. Çак эрнере ĕçлемен пенсионерсем компьютер умне ларчĕç. Вĕсем пурĕ вăтăр улттăн.
Раççей Федерацийĕн Пенси фончĕн тата Республика бюджечĕн шучĕпе аслă çулхисене компьютерпа ĕçлеме вĕрентессине йĕркеленĕ. «Аспект» вĕренÿпе методика центрĕн специалисчĕсем занятисем ирттерчĕç, ноутбукпа ĕçлеме хăнăхтарчĕç. Пенсионерсем тÿлевсĕрех вĕренме тÿр килнишĕн кăмăллă пулчĕç. Вĕсене тивĕçлĕ пĕлÿ илни çинчен свидетельство çывăх вăхăтрах парĕç. Аслă çулхисем малашне компьютерпа усă курса тĕрлĕ пулăшу илме пултарĕç.
Вĕренĕве йĕркеленĕ çĕрте районти халăха социаллă пулăшу паракан центр специалисчĕсем те тăрăшуллă пулчĕç.