АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Космоса тĕпчетпĕр

13 апреля 2018 г.

Космоса тĕпчетпĕр

Апрелĕн 12-мĕшĕнче пирĕн çĕршыв йăлана кĕнĕ йĕркепе мĕнпур этемлĕхшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ шутланакан пулăма - Космонавтика кунне паллă тăвать. Кăçал Раççейри пĕрремĕш космонавт Юрий Гагарин тĕнче уçлăхне тухнăранпа - 57, пирĕн ентеш космоса вĕçнĕренпе 56 çул çитрĕ.

Çавăн пекех республикăри тата районти вĕренÿ учрежденийĕсенче Пĕтĕм тĕнчери авиаципе космонавтика кунне халалласа шкулсенче 1-8-мĕш классенче «Космос вăл - эпир» Гагарин урокĕсем темăпа мероприятисем иртрĕç. Ăна Валентина Терешкова уçлăха тухнăранпа 55 çул, Пĕтĕм тĕнчери космос станцине Çĕр орбитине вырнаçтарнăранпа - 20, «Буран» космос программине пурнăçа кĕртме пуçланăранпа 30 çул çитнине халалланă. Кăçалхипе Гагарин урокĕсем Раççей шкулĕсенче виççĕмĕш хут иртрĕç. Космонавтика кунне халалласа районти шкулсенче вĕренекенсем хушшинче викторинăсем, конкурссем пулнă.

И.Я.Яковлев ячĕллĕ Элĕкри вăтам шкулта вара çак мероприятие 7-8-мĕш классем «Мĕн? Хăçан? Ăçта?» интелектлă вăйă ирттерсе паллă тунă. Вĕренекенсен астрономи пулăмĕсемпе, космоса тĕпчеме пуçланипе, çăлтăрсемпе çыхăннă кăсăклă ыйтусем çине хуравлама тивнĕ. Космонавтика кунĕ Элĕк шкулĕнче химипе биологи предмечĕсен эрнипе пĕр килнĕрен 8-мĕшсем хăйсен ăс-хакăлне ку енĕпе те тĕрĕсленĕ. «Ракета сирпĕнсен космосра таракан, пулă е çавра хуртсем юлаççĕ;» ыйтăва хуравласа 8-мĕш «а» класс çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. 7-мĕш «б», 7-мĕш «в», 8-мĕш «в» классем - иккĕмĕш вырăнсене тухнă. 7-мĕш «а» класс - виççĕмĕш пулнă.

Çавăн пекех ялсенчи, шкулсенчи вулавăшсенче Космос кунне халалласа кĕнеке куравĕсем хатĕрленĕ. Вырăс Сурăмĕнчи «Этем тĕнче уçлăхне çĕкленчĕ» ятпа кĕнеке куравĕ ĕçлеме пуçланă. Юнтапара «Çын тата космос» интереслĕ курав хатĕрленĕ. Ытти вулавăшсенче те хамăр ентеше Андриян Николаева халалласа куравсем йĕркеленĕ. Çавăн пекех «Космос çинчен вулатпăр», «Çăлтăрсем патне çул хыватпăр», «Асамлă космос» куравсем ачасемшĕн çеç мар, аслисемшĕн те интереслĕ фактсенчен пуян пулнине палăртмалла.

Э.ЭЛИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика