13 апреля 2018 г.
Шывăн турачĕ çук тесе ваттисем ахальтен каламаççĕ. Çурхи кунсем кĕске вăхăтрах таврари шурă юра ирĕлтерсе ячĕç. Ытти çулхинчен ытла шыв-шур çыран хĕрринчен тухрĕ. Çавна май çурхи ейÿ тапхăрĕ инкек кăтартма та пуçларĕ.
Каллех хурлăхлă хыпар таврара сарăлчĕ: апрелĕн 9-мĕшĕнче Шăмăршă районĕнчи Чăваш Патирекĕнче пĕве хĕрринче 10 çулти хĕрача виллине тупнă. Вăл пурнăçран мĕнле уйрăлни вара кашнинех канăç памасть. Пĕчĕкскер, шкул хыççăн пĕве хĕрринче икĕ тантăшĕпе пĕрле уçăлса çÿренĕскер, пушмакне çăвасшăн пулнă-ши? Е ура шуса кайнипе шыва кĕрсе ÿкнĕ-ши? Апла-и, капла-и, ачана тавăраймăн, сăлтавĕ тĕлĕшĕнчен те уçăмлăхĕ çук-ха. Хĕрача путнă вырăнта пĕве те тарăн пулман, пăрăхран юхса тухнă шыв кÿлленчĕкĕ çеç. Анчах та шыв сивĕ, нимĕнле организм та чăтаймĕ пăрлă шыва. Шел пулин те, кунашкал инкек унччен маларах та пулнăччĕ. Иртнĕ уйăхра Шупашкар районĕнчи виçĕ çул çурăри хĕрача юхан шыва кайса вилнĕччĕ. Пĕлтĕр Патăрьел районĕнче икĕ çулти ачан пурнăçĕ çавнашкал синкерте татăлнăччĕ. Юнашар асламăшĕ те пулнă-ха унăн, анчах та пулăшайман. Май уйăхĕнче Пăла хĕрринче пĕчченех выляса çÿренĕ 5 çулти арçын ача шыва кайнă.
Инкексен сăлтавĕсен шутне ачасене тимлĕхсĕр хăварни те, шыв хĕрринче асăрханусăр пулни те кĕрет. Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕн çурхи хăрушă тапхăрта та, кирек хăçан та, шыв патне пымалла марри çинчен асăрхаттарса тăмалла, тĕпренчĕкĕсене пĕр самантлăха та куçран вĕçертмелле мар. Шыв-шур çывăхĕнче çулталăкăн кашни вăхăтĕнчех ачасен аслисемпе пĕрле пулмалла. Унсăр пуçне çынсен тимлĕхпе асăрханулăха çухатмалла мар. Енчен те инкек сиксе тухрĕ, сасартăк кĕтмен çĕртен çын пăр айне кĕрсе ÿкрĕ пулсан, кама та пулин пулăшма чĕнĕр. Пĕччен кун пек чухне çынна çăлма йывăртарах, çавăнпа та темиçен пулни вырăнлă.
Харпăр хăйĕн хăрушсăрлăхĕ пирки вара çынсене ăнлантарасси çăмăл мар. Пурнăçĕсене шеллемесĕр çурхи шыв çине пулăçсене е 7-12 çулсенчи ачасене çуркуннехи вăхăтра пăр çине кĕме юраманнине тата хĕллехи вăйăсене килес çула хăвармаллине урăхла мĕнле ăнлантармалла-ха тата;
Ейÿ тапхăрĕ шыв-шур çывăхĕнче, кĕпер çинче те тимлĕ тата асăрхануллă пулма ыйтать. Акă иртнĕ кунсенче районта гидротехника сооруженийĕсене ейÿ тапхăрне хатĕр пулнипе пулманнине тĕрĕсленĕ. Унта районти чрезвычайлă лару-тăру тата пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен комисси членĕсем - район администрацийĕн ятарлă программăсен секторĕн ертсе пыракан специалист-эксперчĕ Владимир Никитин, ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ Елена Львова тата ял тăрăхĕсен специалисчĕсем хутшăннă.
Комисси тĕпчевне пĕтĕмлетнĕ тăрăх çакă паллă: районти гидротехника сооруженийĕсем пăр ирĕлнĕ шыва ирттерсе яма хатĕр, анчах та вĕсенчен хăшне-пĕрне капиталлă юсав ĕçĕсем туса ирттермелле. Сăмахран, Мăн Этмен ялĕ çумĕнчи плотинан кĕпер айĕнчи тимĕр-бетон юпасем юхăннă. Унсăр пуçне Тимĕрçкасси плотининче те гидротехника сооруженийĕсене юсамалла.
В.ОСИПОВ,
ятарлă программăсен
секторĕн заведующийĕ.