АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Карттăпа тÿлеме çăмăл

17 апреля 2018 г.

Апрелĕн 13-мĕшĕнче «Меркурий» бизнес-инкубаторăн конференц-залĕнче потребитель рынокĕн тытăмĕнчи организацисен ертÿçисемпе тата уйрăм предпринимательсемпе лару иртрĕ. Унта Чăваш Республикин финанс министрĕн çумĕ Валерий Иванов, Чăваш Республикин Экономика аталанăвĕн, промышленность тата суту-илÿ министерствин специалист-эксперчĕ Елена Чернова, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Лидия Никитина тата районти пушар надзор пайĕн тĕп инспекторĕ Вадим Прокопьев хутшăнчĕç.

Пĕтĕмĕшле илсен, ларура «Безналичная Чувашия» проект районта мĕнле пурнăçланнине пăхса тухрĕç. Çавăн пекех суту-илÿ объекчĕсене терроризма хирĕç кĕрешес енĕпе хÿтĕленни тата пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркине пăхăнни çинчен калаçрĕç.

Валерий Иванов пухăннисене асăннă проектăн 2018-2019 çулсенчи мероприятисен планĕпе паллаштарчĕ, халăха карттăпа тÿленĕ чухне çăмăллăхсем пулни çинчен тĕплĕнрех ăнлантарса пачĕ. Унсăр пуçне карттăпа усă курни усăллăрах пулнине çирĕплетрĕ. Сăмахран, кам та пулин укçа-тенкĕ çухатнă пулсан ăна каялла тавăрса илесси иккĕленÿллĕ. Карттăна вара çухатсан та хăвăртах хупса çĕннине илме май пурри çинчен ăнлантарчĕ. Уйрăм предпринимательсен терминалсемпе усă курни хăрушлăх кăларса тăратманнине те палăртрĕ. Анчах та кунта мĕнле банкпа килĕшÿ туни вырăнлă.

Елена Чернова пушар хăрушсăрлăхĕ çинчен тата терроризма хирĕç кĕрешес енĕпе суту-илÿ объекчĕсенче мероприятисем ирттересси, вĕсене категори тĕлĕшĕнчен уйăрса тĕрĕслени çинчен пĕлтерчĕ. Çавăн пекех мобильлĕ суту-илĕве тĕрĕс йĕркелемеллине асăнчĕ.

Вадим Прокопьев пушар хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă ыйтăва çĕклерĕ. Вăл суту-илÿ объекчĕсенче электрооборудованисемпе мĕнле усă курмалли, эвакуаци çулĕсем, пушар сăлтавĕ пулма пултаракан самантсем çинче чарăнса тăчĕ. Тĕплĕнрех пушар хăрушсăрлăхĕн требованийĕсене çутатрĕ.

Лидия Никитина район территоринче автолавккасем сахал мар пулнине тата вĕсене ĕçлеттерес тĕлĕшĕнчен йĕрке пулмаллине каларĕ. Ларăва килнисен вара хăнасенчен ыйтмалли чылай пулмарĕ. Вĕсем пурте хăйсене интереслентерекен ыйтусем çине тивĕçлĕ хуравсем илчĕç. Юлашкинчен Лидия Михайловна уйрăм предпринимательсене инçетри ялсенче пурăнакансене тата ялта магазин çук ял-йышăн лару-тăрăвне çăмăллатса автолавккасемпе тивĕçтернишĕн тав турĕ. Унсăр пуçне ялсенчи магазинсенче хăтлăх кĕртес енĕпе тимлĕх уйăрмаллине аса илтерчĕ.

А.СИЛИВЕСТРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика