20 апреля 2018 г.
Апрелĕн 17-мĕшĕнче Çĕмĕрлери ачасемпе çамрăксен пултарулăх центрĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн кубокне çĕнсе илессишĕн шкул ачисем хушшинче «Асамлă шашка» республикăри ăмăртăвăн пĕрремĕш тапхăрĕн турнирĕ иртнĕ. Унта Красноармейски, Вăрнар, Элĕк, Çĕмĕрле, Хĕрлĕ Чутай районĕсен тата Çĕмĕрле хулин командисем хутшăннă. Çĕнтерÿçĕ пулас тĕллевпех вĕренекенсем ăс-хакăл çивĕчлĕхĕн вăййинче тĕрлĕ енлĕхпе палăрнă. Çавăнпах ĕнтĕ чи вăйлисем мала тухнă та. 1-мĕш вырăнта - Элĕксем, 2-мĕшĕнче - Хĕрлĕ Чутай вĕренекенĕсем пулнă. Виççĕмĕш вырăна вара Красноармейскисем йышăннă. Республика ăмăртăвĕн финалне Элĕкпе Хĕрлĕ Чутай командисем кайĕç. Ку ăмăртура Элĕк район чысне Мăн Ямаш шкулĕн вĕренекенĕсем хÿтĕленĕ. Л.Баранова, А.Трофимов, Д.Игнатьев, В.Трофимов шашка вăййинче чăн-чăн ăстасем пулнине çирĕплетсе панă. Паллах, кунта вĕсене вĕрентсе пыракан Петр Мироновăн тÿпи те пысăк пулнине палăртмалла.