АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăхпа çывăх пулни ăнăçу кÿрет

20 апреля 2018 г.

Халăхпа çывăх пулни ăнăçу кÿрет

Апрелĕн 21-мĕшĕнче çĕршыври мĕнпур муниципалитет ĕçченĕ хăйсен професси уявне - Вырăнти хăй тытăмлăх кунне паллă тăвать. Паян муниципалитет ĕçченĕсем çине уйрăмах пысăк яваплăх тиенет. Шăп та шай вĕсен ĕçĕнчен районти çынсен пурнăç шайĕ тата вырăнти влаçа мĕнле хак парасси килет те. Асăннă тытăмра тăрăшаканăн тĕрлĕ енлĕ пысăк пĕлÿ шайĕллĕ пулмалла, яваплăхпа тата тÿсĕм- лĕхпе палăрмалла.

Çакна Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев апрелĕн 18-мĕшĕнче К.Иванов ячĕллĕ Чă-ваш патшалăх академи драма театрне уява пухăннă муниципалитет служащийĕсене саламланă чухне те палăртса каланă. Çитес çул республикăра ялсенчи фельдшерпа акушер пункчĕсене çĕнетессипе тата тăвассипе программăна вĕçлеççĕ. Культура учрежденийĕсене çĕклессипе проектсем ĕçлеме пуçларĕç. Анчах та, Михаил Васильевич шучĕпе, кунпа çеç лăп- ланса лармалла мар. Районсенче физкультурăпа спорт комплексĕсем тунисĕр пуçне ку енĕпе çĕнĕ тапхăра куçмалла. Ялсенче спортпа туслашма майсем пулччăр тесе пĕчĕкрех спорт объекчĕсем хута ямалла.

Муниципалитет служащийĕсене тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕн ветеранĕсене, ялсенчи ĕç-пуçа йĕркелесе пыракан старостăсене, ял-салара тĕрлĕ ыйтăва татса парассипе пуçарулăх кăтартакан çынсене Михаил Игнатьев тав турĕ, ĕçре палăрнисене чысларĕ. Республикăра иртнĕ конкурсра «Ялти чи лайăх староста» номинацире Тени ял тăрăхĕнчи Тени салинчи Лев Витальевич Никитин палăрнă. Вăл 3-мĕш степеньлĕ дипломпа хаклă парнене тивĕçнĕ. Сăмах май, уява районти мĕнпур ял тăрăхĕн пуçлăхĕ тата ытти муниципалитет ĕçченĕсем те хутшăннă.

Çавăн пекех уява пухăннисене Чăваш Республикин муниципалитет пĕрлешĕвĕсен Канашĕн Правлени Председателĕ Александр Куликов чуна парса ĕçленĕшĕн тав тунă. Обществăлла инфратытăма аталантарас тĕлĕшпе вырăнти пуçарусене тĕпе хурса тĕрлĕ проекта пурнăçа кĕртни çынсемшĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă вăл. Çавăн пекех асăннă мероприятие хутшăнакансене РФ Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов та саламланă.

Уяв концертпа вĕçленнĕ.

Э.ЭЛИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика