АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Черетлĕ сунар тапхăрĕ пуçланать

20 апреля 2018 г.

Вĕçен кайăксене тытмалли çуркуннехи тапхăр апрелĕн виççĕмĕш шăматкунĕнче пуçланать. Чăваш Енре çак сунар тапхăрĕ çуркунне апрелĕн 21- 30-мĕшĕсемпе пĕр килет.

Асăннă вăхăтра кайăксем пуçтарăннă вырăнта ăсан аçисене пытанса ларса 03 сехетрен пуçласа 09 сехетчен тытма ирĕк параççĕ. Çавăн пекех сунар йĕркисенче палăртнине тĕпе хурса территорисенче профильпе, илĕртекен япалапа усă курса кайăк хурсене тытма юрать. Кăвакал аçисене лартнă кăвакалсемпе усă курса ирхине, 04 сехетрен пуçласа 09 сехетчен, тата каçхине, 18 сехетрен пуçласа 21 сехетчен, тытма ирĕк параççĕ. Лартнă кăвакалпа пĕр вăхăтра икĕ сунарçăн çеç усă курма юрать.

Кăрăпчака тытас килет пулсан каçхине сунара тухмалла пулать. Ăна валли 19-22 сехетсенче вăхăт уйăрнă. Ăсан аçисене, кайăк хурсене тата кăвакал аçисене тытнă чухне хÿтлĕхре пĕр вăхăтра икĕ сунарçăран ытла пулмалла мар. Ку хăрушлăх техникипе тата нормăпа çыхăннă. Çавăн пекех сăрă ула курака та хÿтлĕхсенчен тытма ирĕк пулĕ.

Сунарçăн тупăш тĕлĕшĕнчен те йĕркене пăхăнмалла. Унăн талăкра кăвакал аçине тата кăрăпчака 5-рен ытла тытма юрамасть. Икĕ хур кайăкран тата пĕр ăсанран ытла тытни те нормăна пăсни шутланать. Ула кураксем тĕлĕшпе ку енĕпе чару çук.

Сунарçăн ĕçĕ кайăк-кĕшĕке тытасси кăна мар, унăн унпа пĕрлех çут çанталăка сыхлас тата упрас яваплăха та туймалла. Сунара тухрăм тесе мĕнпур чупакан чĕр чуна е вĕçен кайăка пемелле тенине пĕлтермест. Çак ĕç-пуçа та нормăпа килĕшÿллĕн пурнăçламалла. Çавăнпа та саккуна пăснă тĕслĕхсем ан пулччăр тесен мĕнле айăплав кĕтнине пĕлни те усăллă пулĕ. Сăмахран, вăрман таврашĕнче ÿсекен йывăç-тĕме кассан, амантсан е кăкласан РФ КоАПĕн 8.28-мĕш статйин 1-мĕш пункчĕ-пе килĕшÿллĕн 3 пинрен пуçласа 4 пин таран штраф хураççĕ. Кăткă тĕмисене, кайăк йăвисене, чĕр чунсен пурăнмалли вырăнĕсене аркатнăшăн 8.29-мĕш статйипе 300-500 тенкĕ кăларса хума тивĕ. Пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркине пăснине пула вăрманта пушар кăларнăшăн, енчен те çын пурнăçне йывăр сиен кÿмен пулсан, РФ КоАПĕн 8.32-мĕш статйин 4-мĕш пункчĕпе килĕшÿллĕн 5 пин тенкĕ, Раççей Федерацийĕн Хĕрлĕ кĕнекине кĕртнĕ, сайра тĕл пулакан е пĕтсе пыма пуçланă чĕр чун, ÿсен-тăран тĕсĕсене пĕтернĕшĕн 8.35-мĕш статйипе килĕшÿллĕн 2500-5000 тенкĕ штрафласа явап тыттараççĕ.

Сунар йĕркине пăснă граждансен 8.37-мĕш статйин асăннă Кодексăн 1-мĕш пайĕпе килĕшÿллĕн асăннă статьян 1.2,1.3 пайĕсене шута илмесĕр 500 тенкĕрен пуçласа 4 пин таран штраф пама тата сунара тухмалли пăшалсене туртса илме пултараççĕ. Çавăн пекех икĕ çул хушши сунара тухма чараççĕ. Административлă майпа право йĕркине тепĕр хут пăснă тĕслĕх пулчĕ пулсан 4-5 пинлĕх штрафланисĕр пуçне пăшал туртса илеççĕ е пĕр çултан пуçласа виçĕ çул таран сунара тухма чараççĕ.

РФ КоАПĕн 8,37-мĕш статйин 2-мĕш пайĕпе, сăмахран, пулăçсене явап тыттараççĕ. Енчен те вĕсем ку енĕпе йĕркене пăсрĕç пулсан 2 пинрен пуçласа 5 пин таран штрафлаççĕ тата кимме, пулă тытмалли ытти хатĕре туртса илме пултараççĕ.

Сунарçăн пăшала упрас тĕлĕшĕнчен те йĕркене пăхăнмалла. Тĕслĕхрен, ÿсĕрле пăшал илсе çÿресен 2-5 пин тенкĕлĕх штрафлаççĕ тата унпа пĕрлех пăшала тата патронĕ- сене те туртса илеççĕ. Е пачах пăшала туянмалли, упрамалли тата пĕрле илсе çÿремелли ирĕксĕр хăвараççĕ.

Каçхине курма май паракан гражданла тата службăри пăшал çине сассăр пемелли хатĕре вырнаçтарсан та 2000-2500 тенкĕ укçа кăларса хума тивет. Унсăр пуçне сассăр тĕллесе пемелли хатĕрсĕр те тăрса юлма пулать. Транспорт çинче турттарса çÿренĕ тата пăшалпа патронĕсене тĕрĕс усă курнă чухне те йĕркене пăсмалла мар. Чи пысăк штрафсен шутне вара ял таврашĕнче е сунар валли уйăрман вырăнта ÿсĕрле пăшалтан пени шутланать.

Çавăнпа та граждансен сунара тухнă чухне чĕр чуна, кайăк-кĕшĕке тытма ирĕк паракан документсене тата сунарçăсен член билетне илмелле. Ку чухне вĕсен надзор ĕçченĕсене, сунар хуçалăхĕн егерĕсене, сунар ĕçне вĕрентекенсене, общество инспекторĕсене, полици сотрудникĕсене, вăрмана, çут çанталăка сыхлассипе ĕçлекен инспекторсене, ятарлă дружинăсен членĕсене асăннă документа кăтартмалла.

Унсăр пуçне пăшала чехолпа илсе çÿремеллине те асра тытмалла.

Сунар ĕçĕ нумай енлĕ. Хăш чухне уйрăмах пысăк хăрушлăх кăларса тăратакан пăшалпа та усă кураççĕ сунарçăсем, çавăнпа та кашни гражданинăн хĕç-пăшалпа усă курмалли правилăна пĕлмелле тата пăхăнмалла. Ял патнелле çывхарнă, привал тĕлне, палăртнă вырăна çитнĕ чухне пăшалăн зарядне кăлармалла.

Çакна та манмалла мар, травматика тата газ пăшалне кобурана чиксе çÿремелле.

Г.Деомидов,

районти сунарçăсен обществин ертÿçи.  

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика