АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йывăрлăхра пуçне усман

27 апреля 2018 г.

Нумаях пулмасть Шĕмшеш ял тăрăхĕнчи Пиçенер ялĕнче пурăнакан Валентина Архипова ĕçпе тыл ветеранĕ 90 çул тултарнă. Ăна çак ятпа Ишпарайкка ял клубĕн «Ăраскал» фольклор коллективĕ те саламланă.

1943 çулта Валентина Архиповнăн ашшĕпе пиччĕшĕ Хĕрлĕ Çара ăсаннă. Çавăнпа Валентинăн мĕнпур йывăрлăха чăтма тивнĕ. Вăл ытти çамрăксемпе пĕрле вăрман касма çÿренĕ, уй-хир ĕçĕсене пурнăçланă. Çав вăхăтрах колхоз выльăхне те пăхнă. Вăрçă хыççăн ăна Ленинград облаçне торф кăларнă çĕре янă. Унтан таврăнсан тăван ялти фермăра ĕçленĕ. Пурнăçĕ йывăр пулнă пулин те Валентина Архиповна тăватă ачана - икĕ хĕрпе икĕ ывăла çуратса ура çине тăратнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика