04 мая 2018 г.
Георги хăйăвĕ - Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин Çĕнтерÿ палли. Хăю çинчи виçĕ хура йĕр совет халăхĕн паттăрлăхне ăнлантарать. Хура тĕс вăл - тар символĕ, хĕрлĕ-сарă - вут-çулăм палли. Майăн 9-мĕшĕ тĕлне вара çак хăйăва кашниех хăйĕн çумĕнче илсе çÿрет. Мăн асаттесем хăйсен пурнăçне шеллемесĕр хаяр тăшманпа çапăçса çĕнтерĕве çывхартнă. Пирĕн вара çак паттăрлăхпа хăюлăха ĕмĕрех асра тытмалла.
Районта иртнĕ кунсенче Пĕтĕм Раççейри «Георги хăйăвĕ» акци старт илчĕ. Унта район администрацийĕн Çамрăксен правительствин тата Элĕкри Çамрăксен суйлав комиссийĕн членĕсем хутшăннă. Вĕсем салан тĕп урамĕсенче тĕл пулнă граждансене Аслă Çĕнтерÿ уявĕ çывхарса килнĕ ятпа саламланă тата Георги хăйăвĕсене парнеленĕ. Çак акципе килĕшÿллĕн çамрăксен ушкăнĕ май уйăхĕн 3-мĕшĕнче хăюсем валеçнĕ. Çавăн пекех майăн 8-мĕшĕнче те, Аслă Çĕнтерÿ уявĕ умĕн, Георги хăйăвĕ парне пулĕ.