АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнтерÿ Ялавĕ кашни шкулта пулчĕ

08 мая 2018 г.

Çĕнтерÿ Ялавĕ кашни шкулта пулчĕ

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче фашизма çĕнтернĕренпе кăçал 73 çул çитнине паллă тăватпăр. Аслă Çĕнтерĕве халалласа çак кунсенче Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче анлă та пĕлтерĕшлĕ мероприятисем иртрĕç. Элĕк енре пурăнакансем те вĕсене хутшăнма кăмăл турĕç.

Районти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенче «Эпир – Аслă Çĕнтерĕвĕн еткерĕсем» девизпа «Çĕнтерÿ Ялавĕ умĕнчи часовой» акци иртрĕ. Çирĕплетнĕ йĕркепе килĕшÿллĕн Çĕнтерÿ Ялавне кашни вĕренÿ заведениех савăнăçлă лару-тăрура илсе çитерчĕç. Акцие пуçарса яма кăçал Юнтапари вăтам шкулта вĕренекенсем тивĕçрĕç пулсан, ĕнер Çĕнтерÿ Ялавне Чăваш Сурăм шкулĕнчи кадетсем Элĕкри вăтам шкула илсе çитерчĕç. Шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Марина Данилова тата ОБЖ вĕрентекенĕ Георгий Трофимов линейкăна пухăннă ачасене акци пĕлтерĕшĕ çинчен каласа пачĕç, çывхарса килекен Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе саламларĕç.

Акци вăхăтĕнче шкул ачисем вăрçăпа тăнăçлă пурнăç çинчен сăвăсем вуларĕç, тантăшĕсене ялав историйĕпе паллаштарчĕç. Шăпах 1945 çулта Берлин хулинчи Рейхстаг çурчĕ çине хăпартса çакнă ялав кун-çулĕ паянхи вĕренекенсемшĕн пĕлтерĕшлĕ пулнине тепĕр хутчен çирĕплетрĕç. Акци вăхăтĕнче хисеплĕ караул тăма тивĕçни те çамрăксемшĕн пысăк чыс пулчĕ.

Марина ЛЕОНТЬЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика