АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Хĕвеллĕ кустăрмасем» - Элĕк енре

08 мая 2018 г.

«Хĕвеллĕ кустăрмасем» - Элĕк енре

Пирĕн район паллă çынсенчен кăна мар, таврари илемлĕ вырăнĕсемпе те, пултаруллă хастарсемпе те пуян. Çавăн пекех туризм енчен аталанса пынипе те палăрать. Çакна Çĕнĕ Шупашкартан килнĕ «Спица çинчи хĕвел» велосипедистсен ушкăнĕ иртнĕ вырсарникун тепĕр хут çирĕплетсе пачĕ.

«Хĕвеллĕ кустăрмасем» тесе чĕнеççĕ вĕсем хăйсене. Велоспорта суйласа илнĕ хастарсем Элĕке кăçалхипе 14-мĕш хут килчĕç. Çак ырă йăла-йĕркене пуçарса яраканĕсем - Ехремкасси ялĕнче çуралнă Вячеслав Платонов тата спорт мастерĕ, велоспортăн Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ Николай Никитин. Çавна май çулсеренех велосипедистсен ушкăнĕ йышланса пырать, çитĕнсе пыракан ăру та асăннă спорта кăмăллани сисĕнет.

Велоспорт - чи хаклă спорт тĕсĕ. Апла пулин те икĕ кустăрмаллă «лаша» арçынсемпе пĕрлех хĕрарăмсене те интереслентерет, çамрăккисенчен аслисем те юлмаççĕ. Икĕ кунлăх килнĕ ушкăнра 7 çулхи арçын ача пуррине те палăртма кăмăллă. Аслă çынсем хавхалантарнипе-ши е хăйĕн кăмăл туртнипе Ваня хуларан Элĕк районне çитиех велосипедпа ярăнса килнĕ.

Велочупăвăн пĕрремĕш кунĕнче, шăматкун, спортсменсем Чăваш Сурăм салинче пулса курчĕç. Иккĕмĕш кунĕнче вĕсен маршручĕ тата та вăрăмланчĕ. Вĕсене валли Элĕкри этнопаркра тата таврапелÿ музейĕнче экскурси хатĕрленĕ. Тÿрех палăртам, велосипедистсен тĕлĕнмелли тата асăнмалăх сăн ÿкерĕнмелли самантсем чылай пулчĕç.

Аслă Çĕнтерĕве халалланă мероприяти Чăваш Сурăм - Элĕк - Янкурас - Куракăш - Ехремкасси - Качалав - Юманлăх маршрутпа пулса иртрĕ. Асăннă ял-салара «хĕвеллĕ кустăрмасем» палăксем умне хаяр та тискер вăрçăра пуç хунисене асăнса чечексем хучĕç. Куракăш ялĕнче Сергей Шлябин вăрçă ветеранĕн тăванĕсемпе тата ял-йышпа тĕл пулчĕç. Ехремкасси ялĕнчи тыл ветеранĕсемпе курнăçрĕç, йывăç аллейине çĕнĕ хунавсемпе пысăклатрĕç.

Хаваслă кăмăл, тÿлек çанталăк, ял-йыш ырă кăмăлпа йышăнни сумлă хăнасене вăй-хал парса тăчĕ. Качалавсен те пуçаруллă та пархатарлă ĕçĕ тимлĕхсĕр юлмарĕ. Юманлăха çитсен вара чăннипех те кашниншĕн кĕтменлĕх пулчĕ. «Ви- лĕмсĕр полка» ял çыннисем те, кÿршĕ ялсенчен килнисем те чылаййăн пухăннă. Вĕсем велосипедистсене чăн-чăн паттăр салтаксене савнă мăшăрĕсем пек юрра янраттарса, ура! кăшкăрса кĕтсе илчĕç. «Полк» урампа утса иртнĕ май ялти культура çурчĕ тĕлне те çитрĕ. Унта вара уяв сĕмĕ уççăнах палăрчĕ. Велосипедистсем вырăнти пултарулăх ушкăнĕн илемлĕ юррисене чунтанах йышăнчĕç, вальс ташшине те хаваспах хутшăнчĕç, салтак пăттине те тутанчĕç.

Çаксене палăртнипе пĕрлех вĕсем района тепĕр хыпар та илсе килнĕ. Çĕнĕ Шупашкарти химипе технологи техникумĕн студенчĕсемпе вĕрентекенĕсем «Кăвар чĕресем» шырав отрячĕ йĕркелесе янă. Çавна май Элĕк çамрăкĕсем те хутшăнчĕç. Кусем - Дарья Семенова тата Евгений Федоров. Чăваш Енри ырă ĕç тăвакансен ушкăнĕсем Смоленск облаçĕнче вăрçăра вилнисен ячĕсене шыраса тупнă. Унта Чăваш Енрен 385 салтак ячĕ пурри паллă, вĕсенчен 20-шĕ - Элĕк районĕнчен. Ятарлă отрядăн ĕçĕ-хĕлĕ пирки тĕплĕнрех техникумри вĕрентекен, шырав отрядне йĕркелесе яракансенчен пĕри - Людмила Селиванова каласа пачĕ. Нумаях пулмасть вĕсем Янкурас ялĕнче çуралса ÿснĕ Митрофан Леонтьевăн вил тăприне шыраса тупнă. Вăл Смоленск çĕрĕ çинче пуçне хунă.

Элĕк çĕрĕ çине килнĕ хăнасем юлашкинчен Юманлăхри часавая кĕрсе тухрĕç. Хула еннелле çул тытиччен вара хăйсене ăшшăн кĕтсе илсе тарават, пысăк хисеппе йышăннăшăн савăнчĕç, çакăн пек пысăк уяв туса панăшăн йĕркелекенсене, ял çыннисене тав турĕç.

Анжелика СИЛИВЕСТРОВА.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика