11 мая 2018 г.
Çак кунсенче И.Я.Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине тата Чăваш чĕлхи кунне халалласа чылай мероприяти ирттерчĕ. Элĕкри вăтам шкулта та хумхантаракан мероприятисем пулчĕç. Ку енĕпе тăван чĕлхепе литературине вĕрентекен Е.Венедиктова, И.Николаева, шкул вулавăшĕнче ĕçлекен Н.Гордеева ытларах тăрăшрĕç. Уçă тĕлпулу урок иртрĕ. Унта манăн та пулма тÿр килчĕ. Урока тăван чĕлхене чун-чĕререн юратса вĕрентекенсем Елена Ивановнăпа Ирина Валерьяновна тата Нарспи Андреевна библиотекарь ертсе пычĕç. Элĕкри тĕп вулавăшра ĕçлекен Зоя Удякова та аякра юлмарĕ, «И.Я.Яковлев «Халалĕпе» ятлă кĕнеке куравĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Вулавăшсем тăван чĕлхене вĕрентекенсемпе çакăн пек туслă ĕçлени мана чунтан савăнтарчĕ.
Вĕренекенсем И.Я.Яковлев пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен нумай пĕлнипе тĕлĕнтерчĕç, чăваш чĕлхине юратнипе те палăрчĕç.
Вĕсемпе пĕрле эпĕ те хумханса хамăн ачалăха, çамрăклăха аса илтĕм. Мĕншĕн тесен эпĕ шăпах çак шкулта 1959-1963 çулсенче 8-11-мĕш классенче вĕреннĕ. Вăтам пĕлÿ илсен çав çулах Чăваш патшалăх университетне филологи факультетне вĕренме кĕтĕм. Çапла хам та тăван чĕлхене вĕрентекен пулса тăтăм.
Çак урокра эпир тăван чĕлхе - анне чĕлхи пулни, тăван чĕлхене юратма, атте-аннене хисеплеме, тăван яла, кĕтесе, района, республикăна, çĕршыва хисеплеме, уншăн вĕренсе те ĕçлесе пурăнмалли çинчен паянхипе ĕлĕкхине танлаштарса калаçрăмăр.
Юлашкинчен эпĕ те хам çырнă «Эп - чăваш», «Ялан асрах эс, ман çуралнă тăван ялăм», «Хальхипе иртни», «Ачалăхри ĕмĕтсем», «Чăваш чĕлхи - анне чĕлхи» тата ытти чылай хайлава вуларăм. Темиçе çул каялла эпĕ вĕреннĕ шкулта хăнасене çапла ăшшăн кĕтсе илсе ăсатса яни çак шкулăн малашлăхĕ çутă пуласса çирĕп шантарать. Ĕçри çитĕнÿсемшĕн тĕрлĕрен грантсем илсе чылай çÿле çĕкленчĕ тăван шкулăм. Маттур эсир, кунта вăй хуракансем. Аслă вĕрентекенĕмĕр И.Я.Яковлев ĕçне малалла тăсатăр».
Елена ИЛЬИНА.