11 мая 2018 г.
Майăн 9-мĕшĕ - Çĕнтерÿ, тĕрĕслĕх çĕнтернĕ, çĕнĕ пурнăç пуçланнă, ĕмĕрлĕх астăвăм, ыратупа савăнăç, хурланупа телей кунĕ! Шăп та шай çак кун ĕнтĕ Раççейре Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин вут-çулăмĕ витĕр утса тухнă ветерансене чыслаççĕ, пуç хунисене аса илеççĕ тата Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисене хисеп тăваççĕ. Иртсе кайнă çулсем Аслă Çĕнтерÿ пĕлтерĕшне вăйсăрлатаймĕç. Çулран-çул унăн хăвачĕ çынсен чунĕсенче татах та, татах та ытларах вăйланнăн туйăнать. Çакна майăн 9-мĕшĕнче Элĕк салинче Аслă Çĕнтерĕве халалланă уява хутшăннисем пурте пĕр саслă пулса çирĕплетни те палăртать.
Эпир - çĕнтерÿçĕ салтаксен мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсем
Уяв кунĕ район ертÿçисем Владислав Волковпа Александр Куликов, Чăваш Республикин юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Наталья Тимофеева, Муркаш тата Элĕк районĕнчи çар ĕç комиссариачĕн комиссарĕ Владимир Казаков вăрçă тата тыл ветеранĕсемпе тĕлпулу ирттернинчен пуçланчĕ. Наталья Юрьевна ĕнерхи çĕнтерÿçĕ-салтаксене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ячĕпе саламларĕ.
Çав вăхăтра район администрацийĕн çурчĕ умĕнчи лапама предприятисемпе организацисен коллективĕ- сем пухăнма пуçларĕç. Шкулсенчи çамрăк армеецсен ушкăнĕсем, Чăваш Сурăм вĕренÿ учрежденийĕнчи кадет класĕсем, «Юнарми» юхăм, «Вилĕмсĕр полк» акцие хутшăнакансем пĕрин хыççăн тепри тăчĕç. Кĕçех уяв колоннинче «Çăлкуç» ача сачĕн çар тумĕ тăхăннă икĕ ушкăнĕ хăйсен вырăнне йышăнчĕ. Сăмах май, вĕсем кăçал Çĕнтерÿ парачĕ тĕлне ятарласа çар тумĕсем çĕлеттернĕ. Ку енĕпе «Хĕвел» ача сачĕ пĕлтĕрех пуçарулăх кăтартнăччĕ. Кăçал та вĕсем çар тумĕсемпех уява килчĕç. Тепĕр çĕнĕлĕхе те палăртмалла. Район администрацийĕнче ĕçлекенсем те ятарласа çĕлеттернĕ çар тумĕпе вăрçăра пулнă хĕр связистсене, медсестрасемпе тухтăрсене аса илтерчĕç. Районти моряксен пĕрлĕхĕ те кăçал пуçласа парада хутшăнчĕ. Ку чухне вĕсем уява килнĕ пĕлĕш-тантăшне Тинĕс çар флочĕ те мирлĕ пурнăçа çывхартассишĕн пысăк тÿпе хывнине каласа пачĕç. Параппанçăсем, вĕрсе каламалли инструментсен оркестрĕ уява чĕрĕлĕх кĕртрĕç.
Тепĕр самантран уяв колонни Элĕкри Культура çурчĕ еннелле çул тытрĕ. Вăрçăпа тыл ветеранĕсене валли ятарлă техника уйăрнă. Сывă ветерансем хыççăн «Вилĕмсĕр полк» утрĕ. Тăван çĕршывăн никама пăхăнманлăхĕшĕн кĕрешнĕ старшинасем, моряксем, взвод командирĕсем хăйсен кĕçĕн мăнукĕсемпе мăнаçлăн «утни», вĕсем çине кăмăллăн «пăхни» сисĕнчĕ. Асăннă акцие хутшăнакансен шучĕ çулран-çул ÿсет. Сăмах май, кăçал «Вилĕмсĕр полка» район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов та хăйсен çемйинчи çывăх çыннин сăнне йăтса утнине палăртмалла.
Колонна утнă май унта çынсем татах та, татах та хутшăнчĕç. Темиçе теçетке метра тăсăлчĕ вăл.
Пуçа тайсах тав тăватпăр
Элĕкри Культура çурчĕн ĕçченĕсем, унта пултарулăхне туптакан ачасемпе аслă ăрурисем вăрçă синкерлĕхне сăнласа театрализациленĕ представлени кăтартрĕç.
- 73-мĕш хут ĕнтĕ пирĕн çĕршыв калама çук пысăк савăнăçпа тата куççульпе Аслă Çĕнтерÿ кунне паллă тăвать! Тăватă çул пирĕн халăх 1945 çулхи майăн 9-мĕшĕ патне ăнтăлнă. Пирĕн ентешсем вăрçă çулĕпе Мускавран пуçласа Берлина çити утса тухнă, Сталинград тата Курск патĕнчи çапăçусенче харсăрлăх кăтартнă, Ленинградпа Севастополе хÿтĕленĕ, тылра ырми-канми ĕçленĕ. Çак тăнăç пурнăçа сыхласа хăварнăшăн ĕмĕр-ĕмĕр парăмра эпир», - палăртрĕ район пуçлăхĕ Владислав Волков.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов уява килнĕ ветерансене темиçе ăрăва пĕр тĕвве çыхакан уявпа саламланă май тав турĕ. Çак кун мĕнпур халăх чунĕнче яланлăхах çырăнса, районти кашни паттăр ячĕ, сăнĕ çитĕнсе пыракан ăру асăнче юлнине пĕлтерчĕ. Вăрçă тата тыл ветеранĕсен харсăрлăхĕпе паттăрлăхĕ, ĕçченлĕхĕ мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче пулнине çирĕплетрĕ. Пирĕн районтан 9115 çынран 4567 çын киле таврăнайманнине пĕлтерчĕ.
Элĕксене çавăн пекех Чăваш Республикин Юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Наталья Тимофеева, Муркаш тата Элĕк районĕсенчи çар ĕç комиссариачĕн комиссарĕ Владимир Казаков саламларĕç. Ачасен ячĕпе Элĕкри И.Я.Яковлев ячĕллĕ вăтам шкулта 11-мĕш класра вĕренекен Анна Романова Роберт Рождественскийăн «Асра тытăр» сыпăкне чуна тивмелле вуласа пачĕ. Сăвăри сăмахсем ветерансен, аслă ăрурисен куçĕнчен куççуль те кăларчĕ. Элĕкри вăтам шкулта кĕçĕн классенче вĕренекен ачасем, ача сачĕсене çÿрекенсем вара уяв тĕлне ветерансем валли парнесем те хатĕрленĕ. Ятарлă открыткăсем маçтăрланă. Çĕнтерÿ кунне килнĕ 5 ветерана уяв ячĕпе саламласа чечексем, хăмпăсем, открыткăсем парнелерĕç.
Ун хыççăн уяв колонни Элĕкри Культурăпа кану паркне çул тытрĕ. Çемйисене таврăнайманнисене асăнса пĕр самант шăп тăчĕç. Предприяти, организаци коллективĕсем, уйрăм çынсем вăрçă паттăрĕсене асăнса лартнă палăк умне чечек кăшăлĕсем хучĕç.
Каçхине уяв Культура çурчĕ умĕнче малалла тăсăлчĕ. Вырăнти артистсем вăрçă, тăнăç пурнăç çинчен юрă-кĕвĕ шăрантарчĕç, Элĕкри ачасен ÿнер шкулĕн ташăçисем те пултарулăхĕпе тĕлĕнтерчĕç. Уяв концерчĕ салютпа вĕçленчĕ.
Эльвира КУЗЬМИНА.