АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уй-хирте - юлашки çаврăмсем

18 мая 2018 г.

Уй-хирте - юлашки çаврăмсем

Мăн Кăканарти тырă складĕнче ĕç шавĕ чарăнма та пĕлмест. Ирхи çиччĕрен пуçласа каçхи çиччĕчченех çапла. Кунта вăрлăх имçамлассине лайăх йĕркеленĕ. Паллă ĕнтĕ, чир-чĕрпе хурт-кăпшанкă тĕш тырă культурисене сиен ан кÿтĕр тесе тăрăшаççĕ.

- Сакăр-тăхăр çын яра куна тимлет. Кусем - Зоя Фомина, Галина Егорова, Алевтина Филиппова, Фаина Куликова, Ираида Логинова, Юрий Иванов, Станислав Яковлев. Вĕсем малтан вăрлăх аласа тасатассипе тăрăшнă пулсан, халĕ вара ăна уя акакан агрегатсем патне ăсатаççĕ, - терĕ Елена Логинова кладовщик.

Вăрлăх имçамлакан техникăна Валерий Моисеев пĕр тикĕс ĕçлеттерет. Вăл кунта вăй хунипех çырлахмасть-ха. «Авангард» хуçалăхра сĕт турттаракан машинăпа та çÿрет. Ир-ирех Кăканар ферминчи тата ял çыннисенчен сĕт пухать те ăсатма васкать. Хыççăнах - йĕтем çине, машинист тивĕçне пурнăçлама. Ăна ку яваплă ĕçре улăштараканĕ тата пулăшаканĕ Дмитрий Петров.

- Ака-сухана хăвăрт, лайăх пахалăхпа ирттересси канăç памасть. Çурхи кун çулталăк тăрантарать-çке. Хĕрÿ тапхăрти пĕр ĕç тепринчен ан юлтăр тесе тимлетпĕр, - терĕ Елена Георгиевна.

Вăл, ял хуçалăхĕнче нумай çул ĕçлесе пуян опыт пухнăскер, хăй ĕçĕнче чăн-чăн йĕркелÿçĕ вырăннех. Хастар хĕрарăм маларах бригадирта вăй хунă. Юлашки вунă çул вара хуçалăх пурлăхне типтерлĕ упрассипе ырă тĕслĕх кăтартать. Вăл йĕркелесе пынипе йĕтем çинче ĕç вĕресе кăна тăрать. Имçамланă пек тырра çийĕнчех Александр Логинов водитель уй-хире турттарать. Ăна кунта акакан агрегатсем кĕтсех тăраççĕ тейĕн.

Тури Карачура уйĕнче яра куна ĕç шавĕ. Виçĕ агрегат ăмăртсах ĕçленĕ пек курăнчĕ. Алексей Еремеев тата Владимир Саввов сеялка кăкарнă «Беларусь» тракторсем çаврăм хыççăн çаврăм тăваççĕ.

- Самаях пысăк лаптăка çурхи тулă акрăмăр. Унпа юнашарах урпа уйĕ те. Халĕ кунта юлашки çаврăмсем тăватпăр, - хыпарларĕç ĕçчен механизаторсем.

Хĕрÿ тапхăрта агротехникăна пăхăнса ĕçлени те куç кĕрет. Акса хăварнă лаптăкри çĕре пусăрăнтарассипе тепĕр агрегат ĕçлет. Уйра çамрăксем те вăй хураççĕ. Владимир Григорьев тата Никита Евдокимов грузчик тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ.

Кăканар уйĕнче çĕр хатĕрлекен агрегат пĕр тикĕс шăвать. Дисклă сÿрепе кăпкалатса çемçетнĕ уя хыççăнах çуртрисене акса хăварассипе тимлеççĕ.

Ака-сухара минераллă удобренисемпе те усă кураççĕ. Кĕр калчисене пĕтĕм лаптăкĕпех апатлантарнă. Кĕр тыррисенчен тухăç ытларах илме май пуррине шута илсе хура пусă хăварнă. Çăвĕпе «кантарнă» уйра кĕр аки ирттерме палăртнă.

- Çурхи ака-суха вăхăтĕнче хăйне май вăрттăнлăхĕ те сахал мар. Пурне те пĕлсе те çитереймĕн. Ку енĕпе пире Сергей Петров ертÿçĕ вĕрентсе, пулăшса пырать, - терĕ Елена Логинова кладовщик.

Чăнах та, ял хуçалăх предприятийĕн председателĕ хĕрÿ вăхăтри ĕç-хĕле куçĕнчен вĕçертмест. Пăхса, сăнасах тăрать. Кулленех тырă складне, уйра ĕçлекен техника патне çитетех вăл.

Мĕнех калăн, чăн-чăн ертÿçĕ Сергей Иванович. Вăл çине тăнипех çур аки ĕçĕсене хутшăнакан ĕçченсене кунне икĕ хутчен вĕри апат тÿлевсĕр çитерессине йĕркеленĕ. Ĕç укçипе вăхăтра тивĕçтерни хавхалану, вăй-хал хушать ĕçченсене.

Елена ТИМОФЕЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика