18 мая 2018 г.
Ĕнер Кĕçĕн Тăван ялĕнче пурăнакансем Хураçтÿ уявне паллă турĕç. Ăна çулсеренех Христос тÿпене хăпарнă кун уявласси тахçанах йăлана кĕнĕ.
Кăçал та, яланхи пекех, халăх йышлăн пухăннă кунта. Ытти чухне те хăна-вĕрлене тарават Кĕçĕнтăвансем авалхи йăлана тĕпе хурса тутлă та техĕмлĕ шÿрпе те, шашлăк та хатĕрленĕ. Кукăлĕ-шăрттанĕ те пур суту-илÿ палаткисенче. Тĕрлĕ лапамсем йĕркеленĕ. Уява килнисене чи малтанах Тавăт ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Анатолий Васильев саламларĕ.
- Сирĕн пур енлĕ пултарулăхăртан, ĕçе кар тăрса пурнăçлама пултарнинчен чылай ялта пурăнакансен чăннипех те тĕслĕх илмелле. Эсир хăвăр тăрăхри йăла-йĕркене упраса хăварма тăрăшнишĕн тата вĕсене çамрăксене вĕрентсе хăварнишĕн пысăк тав сире. Малашне те палăртнă тĕллевсене пурнăçа кĕртме ăнăçу сунатăп, ĕçченлĕхĕр ан иксĕлтĕр. Яланах вырăнти хăй тытăмлăхпа пĕр тĕвĕре пулса ĕçлĕр, - тухса калаçнă май палăртрĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ Петр Павлов. Çавăн пекех ентешĕсене районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсене хирĕç кĕрешекен станци начальникĕ, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Валерий Афанасьев та саламларĕ.
Уяв концерчĕ пурин кăмăлне те кайрĕ. Кĕçĕнтăвансене вырăнти «Тăванлăх», Кураккассинчи «Тарават», Ишпарайкка клубĕ çумĕнчи «Ăраскал» фольклор ушкăнĕсем те саламларĕç. Кÿршĕллĕ Çĕмĕрле районĕнчи Егоркинăри «Шанчăк» ушкăн артисчĕсем те чăн-чăн уяв парни турĕç. Хураçтÿ Чăваш эстрада юрăçи Алексей Шадриковпа унăн ушкăнĕн концерчĕпе вĕçленчĕ.
Светлана ПАВЛОВА.