АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Музей ир те, каç та ĕçлерĕ

22 мая 2018 г.

Музей ир те, каç та ĕçлерĕ

Халăхăн йăли-йĕркине упраса хăварассипе музейсем çулсеренех пысăк ĕç туса ирттереççĕ. Кулленех çынсене куравсемпе тĕлпулусене йыхравланисĕр пуçне тĕрлĕ акци йĕркелесси те йăлана кĕнĕ. Хальхинче те Элĕк салинчи «Тури чăвашсен культурипе йăли-йĕрки» этнопаркра Элĕк шкулĕн вĕренекенĕсем «Музейсен каçĕ» акцие хутшăнчĕç.

Элĕкри литературăпа таврапĕлÿ музейĕн тата районти тĕп библиотека ĕçченĕсем пĕрле хатĕрленĕ мероприяти ачасемшĕн чăннипех те вăйă урокĕ евĕр пулчĕ. Вăхăта уçă сывлăшра ирттернисĕр пуçне хĕрачасемпе арçын ачасем ĕлĕкхи вăйăсем çинчен те нумай пĕлчĕç. «Çĕрĕлле», «Кушакпа чÿлмекле», «Сăрă илмелле», «Çăпата тытмалла» вăйăсем ачасен кăмăлне кайрĕç.

Аслăрах классенче вĕренекенсем вара чăваш халăхĕн йăли-йĕркипе çывăхрах паллашма пултарчĕç. Пирĕн мăн асаттесем ят тухнă яшсем салтака кайнă чухне те, çамрăксем улах ларнă чухне те авалтан килекен йăласене çирĕп пăхăннă. Элĕкри культура çурчĕ çумĕнчи «Валинкке» ансамбль салтак юррисем юрласа, пил сăмахĕ каласа ăсатни хальхинче чăн пурнăçри пекех пулса тухрĕ. Çакна ачасем те çирĕплетсе пачĕç. Ял-ялсенче авалтан килекен йăла-йĕркен хăш-пĕр пайĕсем упранса юлнах.

Кураккасси ялĕнчи «Тарават» фольклор ушăкăнĕ кăтартса панă йăла-йĕрке те пухăннисемшĕн питех те кăсăклă пулчĕ. Уйрăмах пир çапнă çĕре ачасем те хаваспах хутшăнса пăхрĕç. Юлашкинчен хăнасене, хăнăхнă йăлана пăрахăçламасăр, этнопаркри кăмака умĕнче икерчĕ пĕçерсе çитерчĕç.

Çак кунах Элĕкри литературăпа таврапĕлÿ музейĕнче «Пуç хунă паттăрсем каласа параççĕ» курав уçăлчĕ. Çакă - Чăваш наци музейĕн куçса çĕрекен куравĕ, кунта фронтран янă виç кĕтеслĕ çырусемпе паллашма пулать.

Марина ЛЕОНТЬЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика