АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăвашлăха упранăшăн - ĕнентерÿ хучĕ

25 мая 2018 г.

Шкулсенче 2017-2018 çулхи вĕренÿ çулĕ вĕçленчĕ. Вĕренекенсемпе вĕрентекенсем çак çулта мĕнле çитĕнÿсем тунине те пĕтĕмлетме юрать ĕнтĕ. Иртнĕ кунсенче Чăваш Республикинчи Вĕренÿ институчĕ Юнтапари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул чăвашлăха аталантаракан вĕренÿ учрежденийĕ пулнине палăртнă. Çакна çирĕплетсе «Ĕнентерÿ хутне» панă. Юнтапасем тĕлĕшпе вара ыт ахальтен мар кун пек йышăну тунă-ха. Асăннă шкулта пĕлÿ илекенсем сакăр çул ĕнтĕ чăваш чĕлхипе тата литературипе, тăван ен культурипе ра- йонта çеç мар, республикăра та пĕрремĕш вырăнсене тухаççĕ. Тăван чĕлхепе Пĕтĕм тĕнче шайĕнче иртекен олимпиадăра та çĕнтерÿçĕсем пулаççĕ. Республикăра иртнĕ «Чăвашлăха аталантаракан чи лайăх шкул» конкурсра та вĕсене пысăк хак панăччĕ. Çавăн пекех И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ ирттерекен «Чĕвĕлти чĕкеç» конкурсра та кашни çулах малти вырăнсене йышăнаççĕ. Çаксене пурне те шута илнĕ те ĕнтĕ Вĕренÿ институчĕ.  

 

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика