25 мая 2018 г.
Майăн 23-25-мĕшĕсенче Чăваш Енри шкулсенче тăххăрмĕшсемпе вун пĕрмĕшсемшĕн юлашки шăнкăрава халалланă мероприятисем иртрĕç. Элĕксем те савăнăçлă уява пур вĕренÿ учрежденийĕнче те юнкун, майăн 23-мĕшĕнче, паллă турĕç. Районĕпе илсен, кăçал 11-мĕш класран 70 çамрăк вĕренсе тухать. Вĕсенчен 38-шĕ – Элĕк вăтам шкулĕнчен.
Юлашки шăнкăрава халалланă линейка яланхи пекех Культура çурчĕ умĕнчи лапамра иртрĕ. Хаваслă кĕвĕ, шурă бантиксем, куçа илĕртекен чечек çыххисем тавралăха уяв сĕмĕ кĕртрĕç. Савăнăçлă линейкăна район пуçлăхĕ, шкул директорĕ Владислав Волков уçрĕ. «Паянхи выпускниксемпе эпир чăннипех мăнаçланма пултаратпăр. Ку классенче регион шайĕнчи олимпиада-конкурс, ăмăртусен çĕнтерÿçисем пулчĕç. Вĕсем кĕçех шкултан тухса каяççĕ пулсан та пирĕн хушăрах юлаççĕ. Пире куçа курăнман çыхăну пĕрлештерет», - терĕ вăл саламланă май.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов вун пĕрмĕшсене экзаменсенче ăнăçу сунчĕ, профессие тĕрĕс суйлама сĕнчĕ. «Нихăçан та шкулпа çыхăнăва ан çухатăр, хăвăр вĕрентекенсене яланах асра тытăр», - терĕ Александр Николаевич çамрăксене. СССР тата РСФСР тава тивĕлĕ тренерĕ Виктор Семенов тата «Хĕлхем» спорт шкулĕн директорĕ Валерий Сергеев ăмăртусенче палăрнă вĕренекенсене саламласа чысларĕç. Хисеп тата Тав хучĕсене илекенсем хушшинче тĕрлĕ олимпиада-конкурс çĕнтерÿçисемпе призерĕсем те пулчĕç.
Çак кун сцена çинчен каланă сăмахсенче савăнăçĕ те, тунсăхĕ те палăрчĕ, пил сăмахĕсем те пулчĕç. Пĕрремĕш класа пирвайхи хут кĕтсе илнĕ вĕрентекенсемшĕн – Надежда Ивановăпа Валентина Петровăшăн, класс ертÿçисемшĕн – Татьяна Федоровăпа Эдикт Волковшăн паянхи кун уйрăмах хумхануллă. Паллах, вĕсенчен кашниех çак çулсенче хăйсен ачисемех пулса тăнă çамрăксене чи малтанах экзаменсене тытма ăнăçу сунчĕç. Ашшĕ-амăшĕн сăмахĕ те çак кун уйрăмах хăйне евĕр пулчĕ.
Уяв вĕçĕнче вун пĕрмĕшсем сăмах илчĕç. Каласа çитерейменнине ташă хусканăвĕсем урлă палăртрĕç тейĕн. Çирĕпленнĕ йăлапа кĕçех таврара шăнкăрав сасси янăраса кайрĕ. Кăçал ăна пысăк йышпа – тăваттăн пама тивĕçрĕç. Вĕсем - Наталья Волковăпа Евгений Андреев тата Анна Романовăпа Семен Хоркунов. Шăнкăрав сасси пурнăçăн пĕр тапхăрĕ вĕçленнине палăртса таврана сарăлчĕ. Тÿпене тĕрлĕ тĕслĕ хăмпăсем çĕкленчĕç. Такăр çул пултăр, вун пĕрмĕшсем!
Марина ЛЕОНТЬЕВА.